Ачасене хÿтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери кун Тăвайри РТП территорийĕнчи стадион ирех хаваслă сасăсемпе тулчĕ. Çак çутă уявпа ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Ирина Семенова, десантниксен уйрăмĕн ветеранĕ Эдуард Буинцев саламларĕç, çирĕп сывлăх, ăнăçу, телейпе юрату сунчĕç.