1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 18 Июль 2025 г.
11 июня 2025 г. 9:13

Вăрланă укçана тавăрса панă

 

Тăвай районĕн прокуратури Тăвайра пурăнакан 31-ри арçын тĕлĕшпе банк счетĕнчен укçа вăрланăшăн уголовлă ĕç пуçарни çинчен пĕлтернĕччĕ республикăри хаçатра.

Следстви палăртнă тăрăх, 2023 çулхи июлĕн 20-мĕшĕнче пĕр ял çыннипе пĕрле эрех ĕçсе ларнă хушăра унăн сотовăй телефонĕпе усă курса мобильлĕ банк урлă хăйĕн счечĕ çине 12 пин тенкĕ куçарса илнĕ. Укçасăр юлнă хĕрарăм çакăн пирки йĕрке хуралçисене кăçалхи январьте кăна хыпарланă пулин те, следовательсем айăплă çынна çавах та тупса палăртнă. Çыннăнне хапсăннă арçын хăй вăрланă укçана тавăрса панă. Çавах та ăна суд 10 уйăхлăха уголовлă майпа ирĕкрен хăтарнă. Ямăт укçа пыра ларнă тенешкелех пулса тухнă

Иван ПЕТРОВ

Поделиться:
Распечатать