1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 18 Июль 2025 г.
23 июня 2025 г. 9:58

Кун-çулне пичетпе радио ĕçне халалланă

 

Нумай вăхăт Вăрмарпа Тăвай районĕсен хаçачĕ-сене («Хĕрлĕ ялав», «Ленинец») ертсе пынă, радиовещани редакцийĕ-сем йĕркелесе вĕсен пĕрремĕш редакторĕ пулнă Г.М.Матвеев журналист çуралнăранпа июнĕн 18-мĕшĕнче 100 çул çитрĕ.

«Пичет работникĕсен ĕçĕ вăл канăçсăр, анчах ответлă та чыслă, халăх ĕçĕ. Çав чаплă тивĕçе мĕн вăй çитнĕ, пултарнă таран яланах пурнăçласа пыма тупа тăватăп. Хамăн пурнăçăмăн юлашки минучĕ çитсе киличченех эпĕ юратнă Тăван çĕршывшăн, хаклă халăхшăн пĕтĕм чĕререн тăрăшса ĕçлеме хатĕр»,— тесе çырнă хăйĕн дневникĕнче Г. Матвеев.

Герман Матвеевич Матвеев 1925 çулхи июнĕн 18-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Тикаш ялĕнче Анна Алексеевнăпа Матвей Федорович çемйинче çуралнă. Савăнăçлах пулман унăн ачалăхĕ — вунă çултах ашшĕ-амăшĕсĕр тăлăха тăрса юлнă. Пиччĕшне 1939 çулхи апрель уйăхĕнче Хĕрлĕ Çара илнĕ. Иван Матвеев çуралнă тăрăха текех таврăнса курайман, Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕ- сенчен хÿтĕлесе пуçне хунă. Марье аппăшĕ колхоз ĕçĕнчен сĕм çĕрле çеç таврăннă. Çавна май килти хуçалăхра нумай ĕçлеме тивнĕ пулин те, Герман шкулта лайăх вĕреннĕ, стена хаçачĕсем, литература журналĕсем кăларнă, сăвăсем çырнă, нумай вуланă, ÿкернĕ. Шупашкарта тухса тăракан «Пионер сасси» хаçатпа туслă çыхăну тытнă. Кашни номерĕнче тенĕ пекех унăн шкул пурнăçĕ çинчен çырнă заметкисем, сăввисем пичетленнĕ.

1941 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче вара вун улттăри Германа ял Совечĕн председателĕ чĕнтерсе çапла пĕлтернĕ: «Санăн ыранах Инçет Хĕвелтухăçĕнчи Хабаровск крайĕнчи ФЗО шкулне вĕренме тухса каймалла».

Киле таврăнсан сĕтел хушшинче чылайччен шухăша кайса ларнă вăл. Иван пиччĕшĕ патне (вăл Тернопольте çар службинче тăнă) пĕр çыру, Марье аппăшĕ (ун чухне Чистополе кайнă пулнă) килсен вулатăр тесе тепĕр çыру çырса сĕтел çине хурса хăварнă.

1942 çулхи январьте Кивдари ФЗО шкулне пĕтерсен, Артем хулинчи шахтăра ĕçлеме пуçланă. Забойран таврăнсан, пушă вăхăтра литературăпа интересленес ĕçе пуçарса янă. Дневник, сăвăсем, калавсем çырма пуçланă, «Пирĕн литература кĕнеки» кăларнă. Ăна пур юлташĕ те интересленсе, кăмăлласа вуланă. 1945 çулхи апрелĕн 16-мĕшĕнче шахта ертÿлĕхĕн приказĕпе ăна маркшейдер пайĕн съемщикĕ пулма çирĕплетнĕ, пĕр вăхăтрах чертежникре тăрăшнă, Сучанри сăрт-ту техникумне вĕренме кĕнĕ. Çав çулах ăна августăн 1-мĕшĕнче сăрт-ту маçтăрне лартнă. Шахтăра Герман Матвеев пирĕн Вăтаяль çамрăкĕпе Николай Ивановпа пĕрле пулнă. Унпа çыхăнăва кайран та татман. 1946 çулта Инçет Хĕвелтухăçĕнчен таврăнсан, Г.Матвеев хăйсен районĕнчи «Хĕрлĕ ялав» хаçата заметкăсем çырма тытăнать. 1948 çулхи апрельтен вара ун чухнехи редактор Василий Алентей сĕннипе районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн ответлă секретарĕнче ĕçлеме пуçланă. 1952 çулхи августăн 17-мĕшĕнче ăна «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторне çирĕплетеççĕ. Вăл çийĕн-чех çĕнĕ типографипе редакци çурчĕ тăвас ĕçе пуçăнать. Кĕске вăхăтра поселокра çĕнĕ çурт çĕкленсе ларать. 1954 çулхи сентябрьтен Герман МатвеевТăвай районĕнчи «Сталин ялавĕ» хаçатăн ответлă секретарĕн- че ĕçлеме тытăннă. 1955 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче ăна «Сталин ялавĕ», каярахпа «Ленинец» хаçат редакторĕ пулма çирĕп-летеççĕ. Ултă çул ытла вăй хунă вăл çак ĕçре. Çав вăхăтрах 1958 çулхи январĕн 23-мĕшĕнче Тăвайри радиовещани ĕçĕсене те йĕркелесе янă, унăн пĕрремĕш редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçланă.

Вăрмар районĕнчи радиовещанин пĕрремĕш редакторĕ те вăлах пулнă. 1962 çулхи майăн 12-мĕшĕнчен пуçласа пурĕ 18 çул ытла йĕркелесе пынă вăл ку ĕçе.

Г.М.Матвеев çырнă очерксемпе калавсем, репортажсемпе интервьюсем, фельетонсем Вăрмарти «Хĕрлĕ ялав», республикăри «Коммунизм ялавĕ», «Советская Чувашия» хаçатсенче, «Капкăн»журналта пĕрин хыççăн тепри пичетленнĕ. Центрти «Сельская жизнь», «Советская Россия», «Правда» хаçатсенче тата «Огонек» журналта та кун çути курнă. Çакăнсăр пуçне вăл обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă, нумай çул Вăрмарти çыхăну узелĕн- чи парторганизацие ертсе пынă, халăх контролĕн районти комитечĕн членĕ пулнă.

1953 çулта Вăрмарти типографи май уйăхĕн планне пурнăçласа республикăра пĕрремĕш вырăна тухнă. 1959 çулхи апрелĕн 24-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи «Ленинец» хаçатăн типографийĕ те республикăри типографисем хушшинчи социализмла ăмăртура çĕнтерсе малти вырăна йышăннă, Чăваш АССР Министрсен Совечĕпе облпрофсоветăн куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялавне тивĕçнĕ. СССР журналисчĕсен Союзĕн членĕ пулнă май Герман Матвеев çамрăк авторсемпе те ĕçленĕ, çырас ăсталăха ÿстерсе пыма тивĕçлĕ пулăшу панă. Вăл — Чăваш Республикинчи журналистсен Союзĕн правлени членĕ пулнă. Ăна «Пĕлÿ» обществăн районти организацийĕн правлени составне тата президиум членне суйланă.

Ĕçри çитĕнÿсемшĕн Г.Матвеева ВЛКСМ обкомĕн Хисеп грамотипе (1958), «Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» медальпе, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн (1974 çул), ВЛКСМ Тĕп комитечĕн, Чăваш АССР халăх контролĕн комитечĕн (1976 çул) Хисеп грамотисемпе наградăланă. Вăл çавăн пекех партин Вăрмарпа Тăвай райкомĕсемпе райсовет ĕçтăвкомĕсен, ытти ĕçлĕ органсен Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Унăн «СССР пралуклă радиовещанине — 50 çул», «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи», «Ударник — 1977» значоксем пур.

Шел те, йывăр чире пула унăн кун-çулĕ вăхăтсăр — 55 çултах татăлнă.

Патриот-журналистăн пурнăçра пĕр тĕллев пулнă: «Малалла кĕрешсе — çĕнтерÿ патне».

Пурнăçра Герман Матвеев нихăçан та канлĕх курман, шыраман та ăна. Вăл кирек мĕнле ĕçе те пысăк яваплăхпа пурнăçланă, уншăн вăй-халне те, вăхăтне те, сывлăхне те шеллемен, пĕтĕм пĕлĕвне тата пултарулăхне панă. Ахальтен-и пур çĕрте те палăрнă, ырă ят-сумлă пулнă, пысăк хисепе тивĕçнĕ.

 

Иван ГЛАДКОВ

Поделиться:
Распечатать