Округ администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов Раççей предпринимательствин кунĕ ячĕпе саламланă.
Эсир хăвăрăн вăй-хала шанса, пуçаруллă та харсăр пулнипе Тăвай округĕнче çĕнĕрен-çĕнĕ производствăсем уçăлаççĕ. Муниципалитетра пĕчĕк тата вăтам предприяти шутланакан 324 объект, вĕсенче 1679 çын ĕçлет.
Вак тата вăтам бизнеса тĕрев панипе ултă çул хушшинче Чăваш Енре унта вăй хуракансен йышĕ 53,5 процент — 174 пин çынран 235 пин çынна çити — ÿснĕ. Республикăра пĕчĕк тата вăтам бизнесăн 122 пин ытла субъектне регистрациленĕ, ÿсĕм 170 процент патнеллех. «Предпринимательлĕхе аталантарма юлашки 5 çул хушшинче 5,6 млрд тенкĕ уйăрнă, регионти бизнесăн 41 проценчĕ пулăшăва тивĕçнĕ»,— тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Çулталăк предпринимателĕ — 2024» тата «Чăваш Ен суту-илĕвĕ» конкурссене пĕтĕмлетсе.
Олег Анатольевич округăн экономикăпа социаллă пурнăçне аталантарма хастаррăн хутшăнакан çамрăк предпринимательсене палăртнă: Владислав Кузьмин (çырла туса илессипе), Татьяна Юркина (сыр ăсти), Артем Васильев (аш-какай туса илессипе), Станислав Данилов (строительство), Максим Охотников (ÿсен-тăран ÿстерни), Владимир Николаев (ÿсен тăран ĕçĕ тата выльăх ĕрчетни) тата ыттисем те.
Предпринимательсен конкурсĕнче Чутейри Т.Юркина темиçе хутчен малти вырăнсене тухнă. Иртнĕ çулхи кăтартусемпе республикăри конкурсра «Самозанятый с характером» номинацире Елена Григорьева çĕнтернĕ.
Раиса ШУМОВА