Кăçал çимĕк июнĕн 7-мĕшĕнче пулать. Масар мĕн авалтанах сăваплă вырăн шутланнă. Кашниех çимĕкчен вил тăприсене йĕркене кĕртме тăрăшать. Апла пулсан унта яланах таса та тирпейлĕ пулмалла. Çакна асра тытса иртнĕ вырсарникун улянкăсем çăвана типтерлеме нимене пуçтарăнчĕç.
Çÿллĕ ÿснĕ йывăçсене Олег Ивановпа Тимофей Иванов касса тăчĕç. Татьяна Ефимова та хăйĕн «Хищник» пĕчĕк пăчкипе хутшăнчĕ çак ĕçе. Туратсене пухса трактор çине тиенĕ çĕрте Владимир Петров, Валерий Семенов, Владимир Осипов, Николай Иванов, Виталий Вьюник, Евгений Григорьев, Геннадий Германов, Александр Андреев тата Евгений Матвеев хастар пулчĕç. Анатолий Семенов хăйĕн транспорчĕпе çÿп-çапа çийĕнчех турттарса тухрĕ.
Йĕри-тавра курăк вăйлă ÿссе кайнă. Ку тĕлĕшпе Андрей Алексеева, Сергей михайлова, Алексей Егорова ырăпа асăнмалла, вĕсен курăк çăлмалли «Триммер» агрегачĕ-сем самантлăха та шăпланмарĕç. Хыççăнах кĕреплесемпе пуçтарса пычĕç субботнике пухăннисем. Хăшĕсем çемйипе хутшăнчĕç пархатарлă ĕçе.
Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче масар валли тимĕр- тен шăратса туалет турĕç ял хастарĕсем — Николай Ивановпа Анатолий Михайлов. Ăна вырнаçтарса лартма вĕсемпе пĕрле Сергей Петрушков, Валерий Степанов, Владик Лаптин, Сергей Николаев, Василий Михайлов ĕçлерĕç.
Çапла тирпей-илемшĕн пĕрле туслăн та кал-кал тăрăшаççĕ ял çыннисем.
Самантпа усă курса масар çинче йĕркеллĕ тытмалли çинчен те аса илтерес килет. Хамăр хыççăн çÿп-çап пăрахса хăварса варалар мар. Сăваплă вырăн таса тăтăрччĕ.
Елена ПЕТРУШКОВА, ял старости.
Улянкă ялĕ