Чутейри вăтам шкулта юлашки шăнкăрав уявĕпе Алина Гурина директор, округ администрацийĕн представителĕ Евгений Козлов, ял территори уйрăмĕн начальникĕ Дмитрий Белов, вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ Валентина Белова, ашшĕ-амăшĕ, педагог-ветерансем саламланă.
«Хамăн коллективпа савăнатăп, мăнаçланатăп, пĕчĕк йышпах пысăк çитĕнÿсем туса пыма пултарни ĕçпе çирĕпленет»,— тет Людмила Михайлова вĕрентекен. 60 ача хушшинче çулсерен тĕрлĕ предмет олимпиадинче, конкурссенче, наукăпа практика конференцийĕн- че мала тухаççĕ. Пысăк çитĕнÿсем тăвакан ачасенчен Мария Воробьевана, Полина Скворцована, Михаил Малова, Глеб Никитина, Иван Макарычева асăнчĕ. Никита Орлов кăçал муниципалитет шайĕнчи олимпиадăра çĕнтерÿçĕ тата призер пулнă. Нина Калистратовна Филиппова учителе ĕçри çитĕнÿсемшĕн Тав хучĕпе чысланă уявра.
Кăçал 9-мĕш класран пилĕк ача вĕренсе тухать. Вĕсене экзаменсене лайăх паллăсемпе тытма суннă тухса калаçакансем. Уявра «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» активисчĕсене (вĕсем иртнĕ çул Пĕтĕм Раççейри чи лайăх проектсен конкурсĕнче çĕнтернĕ), вĕренÿ-ре малтисене Хисеп хучĕсем парса чысланă.