Пурнăçра утса çÿрейменнисене, инвалидсене коляска, автотранспорт илме пулăшаççĕ.
Вĕсем валли автомашинăсем лартма ятарлă паллăсемлĕ лапамсем уйăраççĕ. Тăвай ялĕнче те çавнашкал вырăнсем пур. Объектсене кĕме картлашкасем çумне пандуссем туса параççĕ инвалидсене. Сусăр çынсене ĕçе илнĕ чухне вара çăмăллăхлă йĕркепе усă кураççĕ.