Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнĕ май нумай нушапа терт-асапа тепĕр хут куç умне кăлартăмăр. Пирĕн районтан та пиншер салтак вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Хальхинче манăн сăмахăм Тенеялĕнче 1906 çулта çуралнă Павел Григорьевич Григорьев çинчен пулĕ. Ун пирки «Центр Технической Изоляции» ООО директорĕ Дмитрий Алексеев Шупашкарта 2020 çулта пухса кăларнă «Будем помнить» астăвăм кĕнекинче çырса кăтартнă. Павел Григорьевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайиччен тăван хуçалăхĕнче ферма заведующийĕнче, унтан колхоз председателĕнче ĕçленĕ.
Павел Григорьева 1941 çулхи августăн 31-мĕшĕнче çара илнĕ. Малтанах темиçе уйăх Вăрмарта çар вĕренĕвĕнче пулнă. Фронта илсе каяс умĕн пĕр каçлăха киле кайса килме ыйтнă. Тÿртен вăрман урлă Вăрмартан Тенеяльне çитнĕ вăл, анчах килте арăмне тĕл пулайман, ачисем кăна пулнă. Мăшăрĕ Сăхăтпуç ялне тутăрсем сутма кайнă, сутса пухăнакан укçапа тырă илсе çичĕ ачине тăрантарма ĕмĕтленнĕ. Килĕнче çимелли нимĕн те пулман. Павел Григорьевич ачисене ытама илнĕ, унтан вĕсемпе пĕрле кăмака çинче çĕр каçнă. Ашшĕ çывăрнă вăхăтра ачисем, вăл хăйсене систермесĕр тухса ан кайтăр тесе, пур енчен те ун çумнех çыпçăнса выртнă. Ирхине вăрансан арăмĕ килсе çитейменнине пĕлнĕ. Павел Григорьевичăн вара Вăрмара вăхăтра çитмелле пулнă фронта кайма. Çапла вара вăл мăшăрĕпе тĕл пулаймасăрах çула тухнă, лешĕ тепĕр кунне кăнтăрла тĕлне кăна килне çитнĕ. Ку вăл 1941 çулхи кĕркунне пулнă.
1942 çулта фронтран çыру янă. Ку çырăва вăл хăйсемпе хирĕç пурăнакан аппăшĕ патне çырнă. Ку хĕрарăм, Шура, Тенеялĕнче акушерка пулнă, ача çуратма пулăшнă, çавăншăн ăна çынсем кашнинчех тăвар та, апат-çимĕç те панă.
Çырура салтак ăна хăйĕн çемйишĕн тимлеме ыйтнă, вăрçăран таврăнсан ăна хăйĕн пурнăçĕ тăршшĕпех пулăшма шантарнă. Хăй Ржев хули патĕн- че çапăçни çинчен те хыпарланă. «Çапăçусем хаяр пыраççĕ, пульăсем çумăр çунă пек тăкăнаççĕ»,— тенĕ. Каярахпа ачасен ватă асламăшĕ патне çыру килнĕ, унта Павел Григорьевич Григорьев Ржев хули патĕнче вилни çинчен пĕлтернĕ. Ăна çавăнтах тăванла масарта пытарнă.
Пурăннă вăхăтри сăн ÿкерчĕк- сем сыхланса юлман. Çыхăну 1942 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче татăлнă, стрелоксен 373-мĕш дивизийĕ, саперсен 439-мĕш (648) уйрăм батальонĕ.
Павел Григорьевич 1942 çулта пурнăçран уйрăлнă. Анчах Тăван çĕршыв, тăванĕсем, эпир нихăçан та манăçа кăлармăпăр.
Паттăрсем пирĕн асрах пулĕç.
Валентина ЛАВРОВА,