• Кăçал республикăра яваплă, истори пĕлте- рĕшлĕ пулăм — Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавĕ иртмелле. Унран регион малашлăхĕ, республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ, стратеги пĕлтерĕшлĕ ыйтусене комплекслă татса парасси, халăхăн пурнăç пахалăхне малалла лайăхлатасси нумай килет. Патшалăх Канашĕн черетлĕ 35-мĕш сессийĕнче депутатсем шăпах Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне ирттерес ыйтăва сÿтсе явнă, ăна сентябрĕн 14-мĕшĕнче ирттерме йышăну тунă.
• Регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсем — промышленноç, ял хуçалăх производствин индексĕсем, ĕç укçин ÿсĕмĕ — Раççейри вăтам шайран пысăкрах, вĕсем çĕршыври вăтам кăтартуран пысăкрах хăвăртлăхпа ÿссе пыраççĕ. Промышленноç ÿсĕмĕн Атăлçи округĕнчи рейтингĕнче Чăваш Ен иккĕмĕш вырăн йышăннă. Январь-май уйăхĕсенче вăтам шалу 63,6 пин тенке çитнĕ — иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 14 процент пысăкрах.
• Республикăра кăçалхи 5 уйăхра 426,6 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă— пĕлтĕрхин 116,6 проценчĕ шайĕнче. Ку кăтартупа эпир субъектсен ТОП-3 йышне кĕнĕ — Пермь крайĕпе Оренбург облаçĕ хыççăн. Çурт-йĕр тăвас енĕпе Куславкка, Елчĕк, Патăрьел округĕ-сем, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисем лайăх ĕçленĕ пулсан, шел те, пирĕн Тăвай округĕн хальлĕхе ку енĕпе тăрăшмалли çук мар-ха.
• Ял хуçалăхĕнче çăмарта туса илесси 40, аш-какай 15, сĕт туса илесси 5,5 процент ÿснĕ. Çав вăхăтрах пирĕн округри ял хуçалăх организацийĕсенче кăçал пĕтĕмĕшле сĕт туса илесси 4,1, аш 11,1 пороцент чакса кайнă. Çу тапхăрĕн- че выльăхсен продуктивлăхне ÿстерессипе те çине тăмалли курăнать.
• Республика шайĕнчи машинăпа ĕне сăвакан операторсен конкурсĕнче пирĕн округри «Акконд-агро фирма» АОри Екатерина Георгиевана çитекенни пулманни çинчен хаçатăн иртнĕ номерĕнче пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. 2-мĕш вырăнта — Елена Кириллова (Вăрнарти аш-какай комбинчĕ), 3-мĕшĕнче — Марина Степанова (Йĕпреç округĕ, «Империя» АФ). Пĕтĕм Раççейри професси ăсталăхĕн «Профессире чи лайăххи» конкурсăн регион тапхăрĕн (вăл та Патăрьелĕнче иртнĕ) «Зоотехник» номинацийĕнче Регина Долгова (Элĕк округĕ, «Новый путь ЯХПК) мала тухнă. 2-мĕш вырăнта — Марат Азизов (Патăрьел округĕ, «Исток» агрофирма), 3-мĕшĕнче — Ольга Михеева (Хĕрлĕ Чутай, «Коминтерн» хуçалăх). Çĕнтерÿçĕсем Раççей тапхăрĕнчи конкурссенче тупăшĕç.
• Кăçал совет халăхĕ иртнĕ вăрçăра Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитрĕ. Июнĕн 22-мĕшĕ вара астăвăмпа хурлану кунĕ пулчĕ — шăпах çак кун 84 çул каялла Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă.
• Чăваш Ен урлă халăхсен хушшинчи «Еврази чĕри витĕр — çул çÿрев» экспедици иртнĕ. Пилĕк патшалăх тăрăх каякан колоннăра 26 транспорт, çул çÿреве хутшăнакан 100 ытла çын. Экспедици Мускавран тухнă, Владимир, Чулхула, Шупашкар, Хусан, Ĕпхÿ, Оренбург хулисем урлă иртсе Казахстан, Узбекистан, Таджикистан, Кăркăстан еннелле кайнă. Экспедици Чăваш Енре халăхсем хушшинчи культура çыхăнăвĕсене çирĕплетес, туризма аталантарас ыйтупа йĕркеленĕ дискуссие хутшăннă, «Ясна» этнокомплекса, Раççейĕн тĕрленĕ карттин тата Чăваш наци музейĕсене çитнĕ.