1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 18 Июль 2025 г.
30 июня 2025 г. 9:31

Тăвайсем маттур пулнă

 

Тăвайри Акатуй ытти мероприятисемпе пĕрлех спорт ăмăртăвĕсенчен пуян пулнă. Спартакиадăн тĕрлĕ енлĕ кĕрешĕвĕнче, пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, Тăвай территори уйрăмĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кунти командăсем кире пуканçăсен, хĕрарăмсем хушшинче волейболла, шашкăлла выляссипе, армрестлингпа, чăваш кĕрешĕвĕнче мала тухнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Енĕш Нăрвашпа Тушкил территори уйрăмĕсем.

Харпăр хăй хушшинчи тупăшусем те хĕрÿ иртнĕ. Шашистсенчен Олеся Ивановапа Владислав Пастухов (Тăвай) лайăх результат кăтартнă. Кире пуканĕ çĕклессипе тĕрлĕ виçĕ категорийĕнче Марина Игнатьева, Александр Кириллов, Сергей Буинцев (Тăвай) çĕнтернĕ. Татьяна Григорьева (Енĕш Нăрваш), Эдуард Буинцев (Тăвай), Алексей Белов (Мучар) иккĕмĕш, Иван Маликов (Енĕш Нăрваш) виççĕмĕш вырăнсенче пулнă. Алă вăйĕ виçессинче тăватă виçе категорийĕнче (70 тата 80 кг çитиччен тата йывăртарах) çивĕч иртнĕ кĕрешÿ. Алина Федорова, Игорь Васильев, Сергей Дмитриев (Тăвай) — çĕнтерÿçĕ-сем. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенеТатьяна Григорьевапа Виолетта Семенова (Енĕш Нăрваш), Наталия Игнатьевапа (Тушкил) Наталия Иванова (Йăнтăрчă), Николай Степановпа (Йăнтăрчă) Александр Кириллов (Тăвай), Артур Игнатьевпа Дмитрий Александров (Тушкил) йышăннă.

Кĕрешес енĕпе Святослав Алькина (Тăвай) çитекен пулмарĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Александр Павлов (Тĕмер) тата Данила Даниловпа (Тушкил) Виталий Иванов (Тăвай).

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене кубоксемпе, медальсемпе, асăнмалăх парнесемпе чысланă.

Раиса ВАСИЛЬЕВА

Поделиться:
Распечатать