1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 18 Июль 2025 г.
30 июня 2025 г. 9:22

Вертолетпа — кĕске вăхăтра

 

Юлашки пилĕк çулта наци проекчĕсене пурнăçласа пынă май Чăваш Енре медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ палăрмаллах лайăхланчĕ. Пулăшу çынсемшĕн меллĕрех пулса пырать.

2020—2024 çулсенче сывлăх сыхлавне аталантарма 145 млрд ытла тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕн 70 процентне çынсене тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли патшалăх программипе килĕшÿллĕн тăкакланă. Иртнĕ пилĕк çулпа танлаштарсан республика бюджетĕн- чен сывлăх сыхлавĕн отраслĕ валли уйăрнă укçа-тенкĕ сумми икĕ хут ÿснĕ.

Çул-йĕр çинче инкеке лекнисене тата юн тымарĕсен чирĕсемпе аптăранисене пулăшма районсен хушшинчи центрсем валли вертолет площадкисем йĕркеленĕ. Санитари авиацийĕ пурри ку таранччен йывăр суранланнă тата хăвăрт пулăшу кирлĕ пурĕ 400-е яхăн çыннăн пурнăçне çăлса хăварма май панă.

Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал вертолетпа Улатăр, Çĕмĕрле, Шăмăршă округĕсенчен чирлисене Шупашкара илсе çитернĕ. Çапла çу уйăхĕнче Улатăртан 41 çулхи хĕрарăма, чĕре чирĕ-пе аптăранăскере, Шупашкарти кардиодиспансера 40 минутрах çитернĕ, пулăшупа вăхăтра тивĕçтернĕ.

Чăваш Енре санитари авиацийĕ 2020 çулта ĕçлеме тытăннă. Çав вăхăтранпа çак хулари больницăран 200 ытла чирлĕ çынна республика тĕп хулине вăхăтра çитерсе пурнăçне çăлса хăварнă.

Темиçе çул каялла санавиаци пулăшăвĕпе Тăвайра ĕçлекен арçыннăн пурнăçне те çăлса хăварма май килнĕ. Ун чухне «Аль» спорт шкулĕн территорине, спорткомплекс лапамне, вертолет анса ларнине нумайăшĕ астăвать ĕнтĕ.

Вертолетпа кĕске вăхăтрах çынсене Шупашкара çитерессине «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿл- лĕн палăртнă. Тăкаксен пĕр пайне федераци бюджетĕн-чен саплаштараççĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев санавиаци тăкакĕсен пысăк пайне республика бюджетĕн-чен тивĕçтерме хушнă. Çавна май, отрасль министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал регионта медицина вертолечĕпе сахалтан та 70 вĕçев ирттерме хатĕр.

Поделиться:
Распечатать