1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 16 Июнь 2025 г.
6 июня 2025 г. 8:35

Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫыннисем!

 

Ҫак уяв пире хамӑрӑн аслӑ кун-ҫулӑмӑр ҫинчен, пирӗн пӗрлехи Тӑван ҫӗршывӑмӑра чылай ӗмӗрсем хушшинче йĕркеленӗ тата шанчӑклӑн хӳтĕленĕ халăхсен чун хавалĕпе тачӑ пĕрлĕхĕ çинчен аса илтерет. Эпир Чăваш Ен Раҫҫейӗн пысăк та туслă çемйи йышӗнче пулнипе, çĕршыв аталанӑвӗпе чечекленӗвне хӑйӗн тӳпине хывнипе мăнаçланатпăр.
Раҫҫей патшалӑхлӑхӗ йывӑр, синкерлӗ тапхӑрсене сахал мар тӳссе ирттернӗ. Анчах та туслӑ халӑх пӗтӗм йывӑрлӑха яланах ҫирӗппӗн ҫӗнтерсе пынӑ. Мӗншӗн тесен эпир пӗрле пулнӑ, инкексенче пӗр-пӗрне пулӑшнӑ, тӑшмана хирӗҫ пурте пӗр ҫын пек кар! тӑнӑ, пӗрлех Тӑван ҫӗршывӑмӑр чапне ӳстернӗ.  
Пуласлӑха паян эпир мӑн асаттемӗрсен паха ӑсӗ ҫине таянса, йӑла-йӗркене, культурӑна тата халӑхсем хушшинчи килӗшӳлӗхе ҫирӗплетсе тӑватпӑр. Пӗрле кӑна Эпир Раҫҫее тата та вӑйлӑрах, Чӑваш Ене вара  хӑтлӑрах та  ырлӑхлӑрах тума пултаратпӑр.   
Сире ҫирӗп сывлӑх, пӗтӗм пуҫарурах ӑнӑҫу тата ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп. Пирӗн Тӑван ҫӗршывӑмӑр яланах ҫирӗп пӗрлӗхлӗ, тӑнӑҫлӑ та ырлӑхлӑ пултӑр. Пирӗнтен кашниех хамӑрӑн пӗрлехи аваллӑхӑмӑрпа мӑнаҫланма тата ыранхи куна шанчӑклӑн кӗтме пултартӑр!
Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ Олег НИКОЛАЕВ

Поделиться:
Распечатать