Пахчана кăткă тапăнсан унпа мĕнле кĕрешмелле? Банан хуппи кăна кирлĕ. Лайăх пиçнĕ, хуппи çинче унта-кунта хура пăнчă çимĕçе суйламалла. Кăткă шăпах ăна кăмăллать.
Банан хуппи, çур литр шыв, 10 грамм бор йÿçекĕ илмелле. Бор йÿçекне ăшă шывпа хутăштармалла. Унта банан хуппине темиçе сехетлĕхе ямалла. Кайран ăна кăткă тапăннă вырăна (йывăç айне, теплицăна) хумалла. Хурт-кăпшанкă тÿрех банан хуппине илĕнет, бор йÿçекĕ нумаййипе вилет. Çав вăхăтрах бор йÿçекне чиксе кăларнă банан хуппи ÿсен-тăраншăн та усăллă пулĕ. Уйрăмах — улмуççипе грушăшăн, теплицăри помидорпа пăрăçшăн.