Мĕнле ÿсен-тăран-ши вăл катран? — пĕлесшĕн хаçат вулаканĕсем.
Унăн цилиндр евĕрлĕ тымарĕн диаметрĕ 3—7 см танлашать. Тутă пахалăхĕпе катран хĕрене çывăх, анчах унран самай лайăхрах: тымарĕ ытларах упранать, вăрăпа аталанать, А, С, В, Р, В2, Р2 витаминсем пуррипе паха, хими хутăшĕпе те пуянрах.
Катран кирек епле çĕр çинче те ÿсет, шăрăха питĕ чăтăмлă, сивĕ те уншăн хăрушă мар. Вăррине августра акаççĕ е хĕл умĕн (октябрьте). Пĕрремĕшпе иккĕмĕш çулне тымар çумĕн- чи çулçăсем çитĕнеççĕ. Виççĕмĕш çултан чечекленме пуçлать. Иккĕмĕш çул ÿсе- кен тымара кĕркунне чавса кăлараççĕ, ун чухне вăл 1 кг майлă е ытларах та таять.
Катранпа панулми соусĕ — чи витаминлă апатсенчен пĕри. 1 панулми пуçне çур стакан теркăпа хырнă катран тымарĕ (100 г) илеççĕ, 1 кашăк 6 процентлă уксус, 1 кашăк тип çу, кăшт сахăрпа тăвар, 1—2 кашăк шÿрпе е хăйма хушаççĕ. Витаминлă соус пулчĕ те!