1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
10 октября 2020 г. 18:13

Пикенсех сухалаççĕ

Ку вăхăт тĕлне районти хуçалăхсем пурĕ 5 пин гектар ытла çĕре сухаланă тата дискласа кăпкалатнă, халĕ ĕç малалла пырать. Çакă вăл çитес çулхи тырпул тухăçĕшĕн тăрăшса тăвакан тĕп мероприятисен шутне кĕрет.

Паянхи кун тĕлне камсем ытларах кăпкалатса хăварнă-ха çитес çул ял хуçалăх культурисем акса-лартса тумалли çĕр лаптăкĕсене? Кăсăклă-и? Кĕçех пĕлĕпĕр. Райадминистрацин АПК аталанăвĕпе экологи пайĕнче ĕçлекенсем каланă тăрăх, кĕрхи çĕртме сухи тăвассипе «Акконд-агро фирма» общество механизаторĕсем уйрăмах пысăк хастарлăхпа палăрса тăраççĕ. Асăннă хуçалăхра хальхи эрне пуçламăшĕ тĕлне пурĕ 1500 гектар ытла çĕре кăпкалатса хăварма ĕлкĕрнĕ: пилĕкçĕр ытла гектарне плугпа сухаланă, ыттине дисклă хатĕрсемпе кăпкалатнă. Предприятин тĕп агрономĕ Анатолий Михайлов пĕлтернĕ тăрăх, çапла майпа пĕтĕм лаптăка кăпкалатса хатĕрлесшĕн. Сухара куллен тăватă-пилĕк агрегат тăрăшнине хыпарларĕ. Сухаланă лаптăксенчен пысăк пайне кукуруза валли уйăраççĕ, ăна кунти условисенче тухăçлă çитĕнме майсем туса параççĕ. «Черетпе ахаль те кашни уях тăватă-пилĕк çулта пĕрре çавăрса пăрахса сухалама, тарăннăн кăпкалатма тăрăшатпăр»,—терĕ.

Сергей Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕ те кал-кал ĕçлет кĕрхи ĕçсенче, кунта 900 гектар ытла çĕре «хуратнă» пулас тухăçшăн тимлесе. Валентинпа Валерий Грачевсен хуçалăхĕсем пурĕ пĕрле 750 гектар ытла сухаланă тата дискласа çемçетнĕ. «Дружба», Ленин ячĕллĕ хуçалăхсем, «Хучели» общество, Дмитрий Алексеев, Юрий Федоров хресчен-фермер хуçалăхĕсем те кашни икçĕр-виççĕр гектартан кая мар пурнăçланă асăннă кĕрхи çĕр ĕçĕсене. Ытти хуçалăхсен уйĕсенче те курма пулать суха агрегачĕсене. Çакна лайăх пĕлсе тăраççĕ çĕр ĕçлекенсем: тухăç тăккаланмасăр, вăй хумасăр, вăхăтра никĕс хывмасăр хăй тĕллĕн пулмасть.

Поделиться:
Распечатать