1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
10 октября 2020 г. 18:16

Вĕрентекенсене чысларĕç

Тунтикун районти шкулчченхи учрежденисенче ĕçлекенсем тата вĕрентекенсем хăйсен профессиллĕ уявĕсене палăртма Тăвайри вăтам шкулти актовăй зала пухăнчĕç.

Вĕсене малтан район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Ломоносов, вĕренÿ ĕçченĕсен профсоюзĕн районти организацийĕн председателĕ Валентина Белова ăшшăн саламларĕç, педагог профессийĕн пысăк пĕлтерĕшне палăртрĕç, сывлăх, телей, анлă тавракурăм, çирĕп пĕлÿ, коллективри ăнланулăх, пĕлес туртăмлă ачасем сунчĕç.

Ĕçре палăрнă вĕренте-кенсемпе воспитательсене чысларĕç унтан. «РФ çутĕçпе воспитанин хисеплĕ работникĕ» знакпа вĕренÿ пайĕн информаципе аналитика центрĕн заведующине Алена Иванована, Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекене Эльвира Кириллована, Йăнтăрчăри шкул директорне Раиса Илларионована, наградăларĕç. РФ çутĕç министерствин Хисеп грамотине Ирина Егорова (Йăнтăрчă), Ирина Порфирьева (Тăвай) тивĕçлĕ пулчĕç.

Тăвайри вăтам шкулта нумайранпа биологи вĕрентекен Альбина Петровна Михайлована «Чăваш автономи облаçне 100 çул» асăну медальне пачĕç.

Светлана Александрована (Элпуç), Марина Буинцевана (Тăвайри иккĕмĕш номерлĕ ясли-сад), Елена Иванована (пĕрремĕш номерлĕ ясли-сад), Татьяна Иванована (Тăрмăш), Вера Михайлована (Йăнтăрчă), Надежда Муханована (Мучар), Марина Петрована («Радуга») — район администрацийĕн, Елена Бахмутована (Мучар), Татьяна Захарована (пĕрремĕш номерлĕ ясли-сад), Анастасия Иванована (Тушкил), Ольга Лисована (Тăрмăш), Светлана Никитинана (иккĕмĕш номерлĕ ясли-сад), Ольга Паранина (Мучар) вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Михаил Алексеевпа (Тăвай) Светлана Николаеван (Тăрмăш) наградисем çумне «Чăваш Ен профсоюзĕсене — 100 çул» медаль хушăнчĕ. «Чăвашпрофсоюз» профсоюзсен организацийĕсен республикăри пĕрлешĕвĕн Хисеп грамотипе вĕренÿ пайĕн начальникне Олег Ломоносова, вĕренÿ работникĕсен профсоюз организацийĕн ЧР комитечĕн Хисеп хучĕпе Евгения Капитонована (Тăрмăш), Любовь Краснована (Чутей), Людмила Муханована (Мучар), Роза Якуркинана (Тĕмер), Тамара Ямщикована (Йăнтăрчă) савăнтарнă. Районти вĕрентекенсен профсоюз организацийĕн наградиллĕ Вероника Грибовапа Наталья Колоколова («Радуга»), Валентина Константинова (пĕрремĕш номерлĕ ясли-сад), Алина Павлова (Çĕнĕ Пуянкасси) пулнă.

Юлашкинчен Тăвайри ача-пăча искусствисен шкулĕн «Тайна» ансамблĕ хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă.

Поделиться:
Распечатать