1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
26 октября 2020 г. 20:37

Ял хуçалăх ĕçченĕсем хаваслă уявра

Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне Раççейре юпа уйăхĕн иккĕмĕш канмалли кунĕнче уявлаççĕ. Кăçал вăл юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче пулчĕ. Иртнĕ юнкун ăна пирĕн районта та паллă турĕç. Çавăнпа çĕр ĕçĕнче тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕн-че, продукцие тирпейлекен промышленноçра пултарулăхĕпе тата хастарлăхĕпе, ырми-канми тăрăшулăхĕпе палăрнă работниксем район администрацийĕн пысăк залне пухăнчĕç.

Вĕсене район админис-трацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕ-сене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Ломоносов, район ертÿçи А.Шакин, район администра-цийĕн пуçлăхĕнче чылай çул ĕçленĕ В.Ванерке, агропромышленность комплексĕнчи ветерансен районти организацийĕн председателĕ М.Яковлев саламларĕ. Республикăра ял хуçалăх продукци сферинчи производствăпа экономикăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

«Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине ял хуçалăх производствинче тухăçлă аталантарса пырассишĕн» номинацире пирĕн районти «Акконд-агро фирма» общество виççĕмĕш вырăна тухнă. «Хресчен-фермер хуçалăхĕсем хушшинче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче производствăпа экономикăн лайăх кăтартăвĕсемпе палăрнăшăн» номинацире — Тăвай енри Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕ çĕнтернĕ, пĕрремĕш картлашка çине тăнă. Ку хуçалăхсене республикăри бюджет шутĕнчен укçан премипе тата дипломпа наградăланă.

—Кăçал Тăвай районĕн ĕçченĕ- сем 29 пин тоннăна яхăн (2019 çулхинчен 21 процент нумайрах) тырă пухса илнĕ. Пĕрчĕл- лĕ йышши культурăсен тухăçĕ пĕр гектар пуçне 27 центнерпа танлашнă. «Акконд-агро фирма» обществвăра тăрăшакансен тухăçĕ вара пĕр гектар пуçне 38,4 центнера çитнĕ. Ял хуçалăхĕсен работникĕсем 14700 тонна выльăх-апачĕ, пĕр условнăй выльăх пуçне 25 центнер апат единици хатĕрленĕ. Фермăсем хĕле кĕтсе илме хатĕрленсе çитнĕ. «Акконд-агро фирма» обществăпа Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕнче кăçал 9 уйăхра пĕр ĕне пуçне сăвăм 5,5 тата 6,9 пин килогрампа танлашнă.

Районти сăвăмăн вăтам кăтартăвĕ 5172 килограма çитнĕ. Иртнĕ çулхинчен 420 килограмм нумайрах ку»,—терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Ломоносов.

Уявăн чи хаваслă саманчĕ пуçланчĕ çакăн хыççăн. Александр Валерьевичпа Олег Анатольевич «Чăваш автономи облаçне 100 çул» медале Акконд-агро фирма» обществăн ертÿçипе комбайнерне Н.Фоминпа А.Александрова, «Тăвай çăкăрĕ» тулли мар яваплăхлă общество генеральнăй директорĕн заместительне Т.Обаськинана, Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçине С.Илларионова, Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕн операторне Л.Шуйкована тата механизаторне Н.Богачева пачĕç. Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе Алексеев хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхне Д.Алексеева, «Акконд-агро фирма» обществăн пăру пăхаканне А.Гурьевана, «АККОНДМОЛОКО» обществăн аппаратчицине И.Дмитриевана тата А.Федоров механике, Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕн трактористне С.Константинова чысларĕç.

«Акконд-агро фирма» обществăри пăру пăхакан Л.Васильевапа Д.Кузнецов механизатор, «Тăвай çăкăрĕ» обществăн çăкăр пĕçерекенĕ Н.Николаева, «АККОНДМОЛОКО» обществăн операторĕ М.Разина район администрацийĕн Хисеп грамотиллĕ пулчĕç. А.Александрова «Тăвай районĕн чи лайăх комбайнерĕ», С.Константинова «Чи лайăх механизатор», А.Птичкина «Чи лайăх водитель», А.Юзукована «Чи лайăх доярка», Е.Жуковскаяна «Чи лайăх пăру пăхакан», В.Иванована «Чи лайăх техник-осеменатор», Г.Петрова «Чи лайăх зоотехник» хисеплĕ ятсем пачĕç, кăкăрĕсем çине хĕрлĕ хăю çакрĕç.

Унтан Раççей Патшалăх Думин депутачĕн Н.Маловăн ăшă сăмахĕсене вуласа пачĕç. Пĕрлештернĕ клубсен системин артисчĕсен пултарулăхĕ-пе пухăннисем кăмăллă юлчĕç, ытларах чăвашла юрăсем шăрантарчĕç вĕсем.

Поделиться:
Распечатать