1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
13 ноября 2020 г. 19:39

Ĕмĕрех çамрăк пул, тăван шкул

Чăвашсен паллă çыравçи И.Е.Тăхти тата малтанхи профессиллĕ композиторĕсенчен пĕри В.П.Воробьев вĕреннĕ Элпуç шкулĕ 140 çул тултарчĕ. Вĕсемсĕр пуçне тата мĕн чухлĕ паллă çын пĕлÿ илмен-ши çак шкулта! Ăслăлăх докторĕсемпе наука кандидачĕсем, çар çыннисем, промышленноç, ял хуçалăх, медицина, вĕрентÿ, культура сферисенче вăй хурса пысăк наградăсене, хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ вуншар та çĕршер ентешĕмĕр пĕлÿ тĕнчипе паллашма шăпах çак шкултан пуçланă. Районти ватă шкулсенчен пĕрин кун-çулĕ вара çапларах йĕркеленсе пынă.

Элпуç шкулĕ 1880 çулта уçăлнă. Кăна çирĕплетекен документ Чăваш патшалăх архивĕнче упранать. «Алдиаровское училище открыто в 1880 году, ноября 1 числа... Школа называется «Начальное училище братства святителя Гурия»,—тенĕ унта. Шкулта Элпуç, Урас-касси, Çĕнçырма, Нÿшкасси, Пуянкасси, Энĕшпуç, Кĕтеснер ялĕсенчен пынă 40 ача вĕренме пуçланă. Вĕсене Енĕш Нăрваш çынни Ф.Т.Смирнов, шкулăн хăйĕн çурчĕ пулманнипе, ялти çынсен пÿрчĕсенче вĕрентнĕ. 1886 çулта И.Н.Ульяновпа И.Я.Яковлев тăрăшнипе Элпуçĕнче хутла вĕренмелли шкул ĕçлеме пуçланă. Ялта чиркÿ туса лартнă хыççăн (1886—1917 ç.) ăна чиркÿ приххут шкулĕ теме тытăннă, И.Я.Яковлев пулăшнипех шкулăн ятарлă çуртне туса хута янă. Сăмах май, ку çурт паян кунчченех упранать. Кăçал ăна Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕ патшалăх кадастр учетне илнĕ иккен, çурта 1974 çулта рес-публика шайĕнчи историпе культура палăкĕ тесе йышăннă. Апла пулсан, ăна патшалăх упрама тивĕç.

1918 çултан Элпуçĕнчи шкула икĕ сыпăклă, 1931 çултан — колхоз çамрăкĕсен шкулĕ, 1935 çултан — тулли мар вăтам (7 çул вĕреннĕ) шкул теме пуçланă.

1938 çулта шкулăн çĕнĕ çуртне тума пуçланă. Ăна икĕ çулта туса пĕтернĕ. 1940—1941 вĕренÿ çулне ачасем çĕнĕ, икĕ хутлă йывăç çуртра пуçланă. Анчах тепĕр çулнех, хаяр вăрçă пуçлансан, шкула пушатма тивнĕ: малтанах унта кĕçĕн командирсем хатĕрлекен полк шкулне уçнă, каярах эвакогоспиталь, 1942 çулта тăлăха юлнă ачасен çуртне кунта куçарнă. Ку тапхăрта шкулăн кивĕ çуртĕнче тата çынсен хваттерĕсенче пĕлÿ пухма тивнĕ. 1946 çулта çеç вĕсем хăйсен тĕп «килне» кĕме пултарнă.

1953 çулта Элпуçĕнчи пĕ-лÿ çуртне вăтам шкул статусĕ параççĕ. 1956 çулта пĕрремĕш кăларăм пулнă шкултан 44 яшпа хĕр вĕренсе тухнă. Вĕсене аслă пĕлÿллĕ педагогсем вĕрентсе кăларнă: Ю.К.Руссина, Е.О.Васильева, И.В.Васильев, А.П.Павлова, М.И.Григорьева, Н.С.Семенов, Н.В.Фирсова... Пултаруллă вĕрентекенсен йышĕ çулсеренех хушăнса пынă. Вĕсен тăрăшулăхĕ, пултарулăхĕ вун-вун вĕренекене шкула ылтăн е кĕмĕл медальсемпе пĕтерме, аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕме майсем туса панă. Эпĕ ку шкулта 1970—1976 çулсенче вĕреннĕ. Çав тери ăста вĕрентекенсем пĕлÿ панă пире! М.И.Григорьева, М.И.Турхан, А.П.Павлова, К.А.Рунгш, О.П.Белкова, А.Н.Семенова, Н.С.Семенов, А.И.Иванов, С.В.Михайлова, В.Г.Гурьев, Г.Е.Егоров, Я.З.Захаров, В.М.Михайлов. Каярах, учителе вĕренсе тухсан, шкулта пĕрле ĕçленисем те чăн-чăн педагогсем — В.Н.Игнатьев, Ю.С.Колоколов, Н.И.Русскова, Н.Н.Игнатьева, З.Д.Васильева, Ю.И.Васильев, А.В.Васильев, М.Л.Владимирова, Ю.В.Ивар-беев, З.М.Афанасьева, Т.В.Ва-сильева, Н.С.Васильев, В.Т.Иванов, Н.И.Кондратьев, Ф.А.Колоколова. Ултă çул унта пĕлÿ пухса, 37 çул çавăнтах ĕçлесе Элпуç шкулĕ маншăн чăннипех тăван шкулăм пулса тăчĕ. Унăн чапĕ, мухтавĕ чĕрене хăпартлантарать, чунра ырă туйăмсем, аса илÿсем çуратать.

10 çул çитет ĕнтĕ кĕçех шкулăн çĕнĕ çуртне куçни, 140 вырăнлă 2 хутлă çуртра, вĕренекенсем валли пур услови те пур. Çутă та хăтлă класс пÿлĕмĕсем, пысăк спортзал, пуян библиотка, мастерской, столовăй, медицина пÿлĕмĕ, спорт вăййисен лапамĕсем тата ыт.те. 104 ача вĕренет 1—11 классенче. Вĕренекенсен йышĕ çитес 4—5 çулта та çак шайрах юлас шанчăк пур. Кăçалтан тулли режимпа, лицензи илсех ĕçлеме пуçланă шкул çумĕнчи ача садне 28 шăпăрлан çÿ-рени ку шанчăка тата ÿстерет.

Ачасемпе 14 вĕрентекенпе 2 воспитатель вăй хурса ĕç-леççĕ. Пиллĕкĕшĕ вĕсенчен аслă, саккăрăшĕ пĕрремĕш категориллĕ педагогсем.

Юлашки çулсенче йыша çамрăк специалистсем хушăнни савăнтарать. Кăçал та, акă, И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситетран вĕренсе тухнă Е.Ю.Иварбеева тăван шкула химипе биологи предмечĕсене вĕрентме килчĕ.

Л.А.Кабакова директор пу-çаруллă та ăста ертсе пынипе вĕрентекенсем ĕçре, ачасем уроксенче пысăк çитĕнÿ- сем патне ăнтăлаççĕ.

Ÿсĕмсем — куç умĕнчех. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче акă Милана Ефремова вăтам шкула «Вĕренÿри уйрăм çитĕнÿ-семшĕн» медальпе вĕçлерĕ, сумлă аслă шкула вĕренме кĕчĕ. Кăçалхи вунпĕрмĕшсем те маттур. Виктория Ильинапа Дарья Борисова тĕрлĕ олимпиада-конкурссенче яланах малтисен йышĕнче. Олеся Ильина вара спортра пултаруллă. Педагогсем те çулсеренех районта иртекен тĕрлĕ конкурс-фестивальсенче малти вырăнсем йышăнаççĕ. Ытти вĕренекенсем хушшинче те регион, муниципалитет шайĕн- че иртекен тĕрлĕрен пултарулăх конкурсĕсенче çĕнтернисен йышĕ çултан-çул ÿсет. Спортри çитĕнÿсем те савăнтараççĕ. Çăмăл атлетика, волейбол, футбол вăййисенче, йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсенче пирĕн шкул ачисем — малтисен йышĕнче.

Çапла, 140 çул хăйĕн алă- кĕсене яриех уçса ачасене пĕлÿ тĕнчине йыхăрать Элпуç шкулĕ. Талантлă вун-вун вĕрентекен тăрăшса, вăй хурса ĕçленĕ çав шкулта. Пин-пин çамрăк ăс-тăн пухса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă вĕренсе пĕтерсен. Юлашкинчен пурин ячĕпе те çапла калас килет.

Тăван шкулăмăр!

Ватă та эс, ĕмĕр çамрăк та,

Çамрăках эс юл, ватăлсассăн та,

Алăкна ан хуп эп кайсассăн та,

Ĕмĕр сывă пул, тем пулсассăн та.

Поделиться:
Распечатать