1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 24 Апрель 2024 г.
23 ноября 2020 г. 18:53

«Хама тăван енри пекех туятăп...»

Чăваш Республикинче 128 тĕрлĕ наци çынни пурăнать. Кашнинех хăйĕн чĕлхи, культури, шăпи, тĕнче куравĕ, йăли-йĕрки. Çаксене, паллах, шута илмесĕр май çук, çавăнпа та пĕр-пĕрне кÿрентермесĕр, хисеплесе пурăнма тăрăшатпăр. Тăрмăш ялĕнче те тĕрлĕ халăх çынни пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнать. Хăшĕсем качча килнĕ е авланнă, хăшĕсене кунта ĕçлеме янă та ялтах пурăнса кайнă, тен, ытти сăлтавсем те пулнă пулĕ. Çак кунсенче Ольга Даниловна Васильевапа тĕл пулма тÿр килчĕ.

—Эпĕ Украинăран. Полтава облаçĕнчи Карельски районĕнчи Ковали ялĕнче çуралнă, национальноçпа украинка. Хамăр ялти шкултан 10 класа ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ хыççăн ял хуçалăх техникумне çул тытрăм, бухгалтерипе учет профессине алла илтĕм, пĕр тапхăр кунтах ĕçлерĕм.

—Виссарион Григорьевичпа еплерех паллашрăр-ха?

—Вăл вăхăтра Виссарион Украинăра Чапаевски ячĕллĕ дивизи çар чаçĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă, эпĕ вĕреннĕ вырăнтан инçех марччĕ. Паллашрăмăр, пĕр-пĕрне юратрăмăр, пĕрлешрĕмĕр, унтах хут уйăрттартăмăр. Малтан Украинăра пурăнтăмăр, аслă ывăл Сергей та унтах çуралчĕ, украинла калаçма вĕренчĕ. Аванах пурăнаттăмăрччĕ, анчах та мăшăрăн ашшĕ ватăлнă, пĕччен пурăнма йывăр пулнипе пирĕн ăна пăхма килмелле пулчĕ. Ывăлăма йывăр пулчĕ ĕнтĕ чăвашла калаçма вĕренме. Вăл вăхăтра ачасем пурте чăвашла калаçатчĕç, халĕ вара ытларахăшĕ вырăсла калаçать ялта та. Иккĕмĕш ывăлĕ Владик куçаруçăччĕ, эпĕ ăнланайманнине сисет те тÿрех пулăшма васкатчĕ. Виççĕмĕш те ывăл пулчĕ. Вася та чăвашла лайăх калаçать. Шкулта та аванах вĕренчĕç, кашниех хăйне килĕшекен професси алла илнĕ, пурте çемьеленнĕ, хăйсен пурнăçĕ.

—Ольга Даниловна, ялта мĕнлерех йышăнчĕç сире? Тата ĕç вырăнĕ пулчĕ-и?

—Пире питĕ лайăх кĕтсе илчĕç, мăшăрăн тăванĕсем, кÿршĕсем яланах пулăшса пычĕç, йывăр ĕçсене пĕрле тунă, нимелле теççĕ кунта. Кил-çурт çавăртăмăр, выльăх-чĕрлĕхне те усранă. Пирĕн патăрта аплах мар, кашни харпăр хăй ытларах ĕçлет, халĕ кунта та çавăн пек пулма пуçларĕ. Ял советне бухгалтера вырнаçса 14 çул вăй хутăм. Григорий Николаевич Соловьев ял совечĕн председателĕччĕ, лайăх çынччĕ, ĕçлеме çăмăлччĕ унпа. Кайран колхоз бухгалтеринче мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех тăрăшрăм. «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçрĕм. Пирĕн коллективра яланах пĕр-пĕр-не хисеплесе, пулăшса пынă.

—Украинăра уй-хирте, çĕр çинче, ытларах мĕнлерех ĕçсене хутшăннă?

—Сахăр кăшманĕпе кукуруза пуссинче нумай ĕçленĕ, кашни хĕрарăма 2-шер гектар пайласа панă, арçынсене — 1,5 гектар. Питĕ йывăрччĕ, çумласа кăпкалатнă, сайралатнă, кăшманне кăларсан, лаптăкне питĕ лайăх тасатса хăвармалла пулнă. Кукурузăпа та нумай ĕçлемеллеччĕ, мĕншĕн тесен эпир тулли пучах тăвассишĕн тăрăшнă, силосшăн мар-çке-ха. Темиçе хутчен çумланă, хушма туратсене тасатса тăнă, кăпкалатнă. Çанталăкĕ питĕ шăрăхчĕ, ĕçĕ йывăрччĕ. Ĕçрен хăраман, ĕçлесе ÿснĕ. Тăрмăшрах пурăнса кайрăмăр. Виссарион колхозра тракторпа та, комбайнпа та тăрăшрĕ, пĕр тапхăр ялти клубра заведующи те пулчĕ. Вăл яланах яваплăха туйса ĕçленĕ. Питех те шел, чире пула пирĕнтен уйрăлса кайрĕ çав.

—Виссарион Григорьевич спортпа туслă пулнă, кире пуканĕ йăтатчĕ вăл. Унăн сăнне пĕрре мар «Ял ĕçченĕ» хаçатра та кăларнă.

—Мăшăрăм ывăлсене те спорта юратма вĕрентрĕ. Тĕрлĕ ăмăртусенче, «Вăрман вăййи» уявĕсенче иртекен тĕрлĕ тупăшусенче яланах малтисен ретĕнче пулнă. Хисеп хучĕ чылайччĕ унăн.

—Ольга Федоровна, хăвăр çуралнă çĕршыва каяс килмест-и?

—Малтанах тунсăхлаттăм, çуллен тенĕ пекех кайса курнă атте-аннене, тăвансене. Хăйсем те килсе курнă, атте питĕ ятуллă, йĕри-тавра ăшăтакан кăмака туса пачĕ çĕнĕ пÿрте пурăнма кĕрсен, питĕ ăшă пулатчĕ. Газ кĕртнĕ хыççăн ылмаштарма тиврĕ. Халĕ каясах та килмест. Атте-анне те çук ĕнтĕ. Тăвансем пурăнаççĕ. Пиччепе, аппапа телефонпа калаçатпăр, кайса çÿреме çăмăлах та мар хальхи вăхăтра.

—Виçĕ ывăла çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, çемьелентерсе виçĕ «хĕр» туяннă, мăнукĕсем миçе-ха?

—Мăнукĕсем саккăрăн, савăнатăп вĕсемпе, пулăшма тăрăшатăп. Кĕçĕн ывăлăн çемйипе туслă пурăнатпăр. Кинсем лайăх, ĕçчен, типтерлĕ. Яланах пĕр-пĕрне пулăшса пыратпăр.

—Валентина Дмитриевна Шепель те украина хĕрĕ, Алексей Никифорович Никифоровăн арăмĕ, иккĕшĕ те вăрçă ветеранĕсем пулнă, 10 ача çуратса вĕрентсе кăларса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Питĕ пултаруллă та маттур хĕрарăмччĕ, эсир туслă пурăнаттăрччĕ.

—Çапла эпир килĕштерсе пурăннă. Валентина Дмитриевна ăслă та анлă тавракурăмлă, ĕçчен хĕрарăмччĕ. Пĕр-пĕрин патне çÿренĕ, хамăр чĕлхепе те калаçаттăмăр. Вăл тата чăвашла та аванах калаçма вĕренчĕ, эпĕ ун пекех пĕлейместĕп. Лидия Ивановна Матвеева акă Филипп Васильевича качча килнĕ, нумай çул ял халăхне кино кăтартнă çĕрте ĕçлерĕç вĕсем. Виссарионăн аппăшĕпе Елена Григорьевнăпа пĕрле Тăрмăшри клубра кино кăтартнă. Кунне икĕ хутчен те кăтартнă: малтан ачасем валли 16.00 сехетреччĕ, каçхине аслисене 19.00 сехетреччĕ. Чылайăн çÿретчĕç. Уйрăмах инди киновĕ пулсан клуба кĕме те çукчĕ, зал туп-тулли пулнă. Ачасем маттурччĕ, ÿркенсе тăмастчĕç, кам пулăшма чĕннĕ, унта кайнă. Ун чухне ытларах ушкăнпа ĕçленĕ пысăк ĕçсене.

—Юрă-ташă пирки мĕнлерех, уйрăмлăх чылай-и? Йăла-йĕр-ке çинчен те пĕлес килет.

—Уйрăмлăхĕсем пур-ха ĕнтĕ, кашни халăхăн хăйĕн йăли-йĕрки. Юрă сăмахĕсене вĕренме йывăртарах, кĕввине вĕренме пулать. Чăвашла юрлама юрататăп, украин юррисене те манмастăп, юрлатăп. Чăваш, вырăс ташшисене те вĕрентĕм, пĕрпеклĕхĕ чылай вĕсен. Пирĕн енче те тĕрлĕ-рен, сцена çинче хăйне евĕр, хăнара урăхла ташлаççĕ. Чăвашăн та çавах, фольклор ушкăнĕнче хăйне майлă, туйра вара ушкăнпа çаврăнса тапăртатса ташлаççĕ. Туй тумĕсем чаплă чăваш халăхĕн. Пуян та мăнаçлă курăнаççĕ туй маткисем, çап-çутă тенкисем шăнкăртатса кăна тăраççĕ. Малтан питĕ тĕлĕннĕччĕ, халĕ хăнăхрăм ĕнтĕ. Маншăн Тăрмăш ялĕ тăван кил пулса тăчĕ. Нимĕн чухлĕ те ÿкĕнместĕп кунта килнишĕн, савăнатăп çеç.

—Пушă вăхăта мĕнлерех ирттеретĕр?

—Çыхма юрататăп, малтанхи вăхăтра нуски, алса, кофтăсем, халĕ пĕчĕк минтерсем, диван, кресло çиттисем, тутăрсем, тапочкăсем çыхатăп, мăнуксене çыхса паратăп. Халĕ тем тĕрлĕ çип те пур, ан ÿркен çеç.

—Тавтапуç сире кăмăллă калаçушăн, Ольга Даниловна.

Малашнехи пурнăçра ăнăçупа телей, ачасен, мăнуксен юратăвĕ яланах вăй-хал кÿтĕр. Аннесен кунĕпе саламласа ырă та вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

Поделиться:
Распечатать