1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
27 ноября 2020 г. 19:23

Творчество тĕлпулăвĕ

«Ачалăх кĕнекисен асамат кĕперĕ» уяв йĕркелерĕ онлайн форматпа Чăваш республикинчи ачасемпе çамрăксен библиотеки. «Чăваш ен — 100 пин сăмах çĕршывĕ» вулав пулăмĕ-сен марафонĕн программипе килĕшÿллĕн иртнĕ вăл. Чăваш автономи облаçĕ 100 çул тултарнине халалланă ачасен чăвашла кĕнекисен уявне.

Пирĕн районти вулавăшсем хаваспах хутшăннă унта. «Чăваш писателĕсем — ачасем валли», «Пултарулăх çăлкуçĕ» тата ытти куравсем хатĕрленĕ библиотекарьсем.

Л.Данилова библиотекарь сăмах илнĕ малтан уявра. «Ачалăх кĕнекисен асамат кĕперĕ» мероприятин тĕллевĕпе тĕплĕн паллаштарнă. «Ачасем валли çырнă чăваш çыравçисен произведенийĕсен виртуаллă вулав фестивалĕ ку уяв кульминацийĕ пулать. Çамрăксем хăйсен тата республикăри библиотекăн страницисенче #РадугаДетства хештегпа видеороликсем вырнаçтарĕç юратакан произведенисене вуланине»,—тенĕ вăл.

 «Ял ĕçченĕ» хаçат редакцийĕнче нумайранпа тăрăшакан А.Никитина калаçнă çакăн хыççăн. Информацисемпе заметкăсем, публицистикăлла статьясемпе интервьюсем çырнисĕр пуçне журналист илемлĕ литературăпа та кăсăкланать, пьесăсем те хайлать. Драма жанрĕпе çырнă произведенийĕсен «Пур та пĕтет, çук та çитет» пуххи кун çути курнă унăн. «Хура çăл патĕнче», «Тарават яланах тăвайсем» кĕнекисемпе те паллашнă ĕнтĕ вулакансем.

«Ачасен асамлă тĕнчинче» ятлине вара çитĕнекен ăру валли çырнă калавĕсене кĕртнĕ. Шăпах çакăн пирки тĕплĕн каласа кăтартнă автор.

Хайлавĕсем шăпăрлансене хаваслăхпа, пурнăçри ырă пулăмсемпе туслашма, лайăх ĕçсем кăна тума пулăшасса шаннине пĕлтернĕ А.Никитина. Ачасене кĕнеке ытларах вулама сĕннĕ, тĕлпулăва йыхравланăшăн тав тунă. Калаçу анне ăшши, ачалăх çинчен калакан сăвăсем вуланипе вĕçленнĕ.

Поделиться:
Распечатать