1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 18 Апрель 2024 г.
19 декабря 2020 г. 20:16

Райадминистраци пуçлăхĕ - ял тăрăхĕсенче

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Михайлов ял тăрăхĕсенчи ĕçлĕ тĕлпулусем вăхăтĕнче вырăнсенчи лару-тăрупа паллашать, проблемăсем пирки кăсăкланать.

Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕнче Нăрваш юханшыв урлă хывнă кĕперпе паллашнă вăл. Ку объекта 1990 çулта хута янă. Çул хыççăн çул хыçа юлнă май çурхи шывпа кĕпер пахалăхĕ начарланнă, бетон блоксем вырăнтан хускалнă. Çавăнпа кăçал унти çула хупнă. Икĕ урамра пурăнакансен центра лекме çур ял урлă çаврăнма тивет халь.

Кĕпере юсассине татса памалли калаçăва районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Ю.Ефимов, архитектурăпа çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕр ыйтă- вĕсемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ М.Степанов, Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р.Егоров хутшăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ку кĕпере юсама проектпа смета документацийĕсем хатĕрлеме хушнă. Ялти историпе мемориал музейне çĕнетме чылай ĕç туса ирттернĕ. Юсав ĕçĕсем хыççăн экспозицисене йĕркене кĕртессине малалла пурнăçлаççĕ.

Элпуç. Иртнĕ эрне вĕçĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Элпуç ял тăрăхĕн-че пулнă. Унта аш-какайран çурма фабрикатсем хатĕрлекен цех ĕçĕпе паллашнă.

Производство ертÿçи Семен Нилов хăйсен ĕçĕ пирки каласа кăтартнă. Вĕсем темиçе тĕрлĕ, шăнтнă çурма фабрикатсем хатĕрлесе районти вĕрентÿ учрежденийĕ-сене, суту-илÿ çурчĕсене параççĕ. Семен Витальевич производствăна малалла аталантармалли плансем çинче чарăнса тăнă, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси пирки каланă, ял тăрăхĕн территорийĕнче туризма аталантарас тĕллевлĕ пулни çинчен пĕлтернĕ.

Çĕнçырмапа Ураскасси хушшинчи йĕлтĕрпе чупмалли дистанцине курса кăмăллă юлнă Владимир Борисович. Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем - Борис Левкиевич Алексеев, Юрий Алексеевич Ефимов, Владимир Николаевич Никифоров, Семен Витальевич Нилов ку трасса тăрăх чупса кăмăлĕсене çĕкленĕ те иккен, унăн тăршшĕ - 1,5 çухрăм.

-Йĕлтĕр трасси пушă маррине курма аван. Çывăх ялсенче пурăнакансем ярăнаççĕ ĕнтĕ кунта. Хĕллехи вăхăт-ра ку трассăпа спортсменсем кăна мар, активлă канма юратакан çемьесем те чупса савăнасса шанатăп,-тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ трассăна хатĕрленисене, унти лару-тăрăва тимлесех тăракансене тав туса.

Поделиться:
Распечатать