1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
4 декабря 2020 г. 11:18

Чăваш тĕррин уявĕнче

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Указĕпе килĕшÿллĕн кăçалтан чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш тĕррин кунне уявларĕç. Асăннă документа чăвашсем хаваспах йышăнчĕç. Халăх еплерех илĕртÿллĕ ĕç тунипе, унăн культурипе, йăли-йĕркипе, ĕненĕвĕпе пурне те паллаштарма пултартăмăр çапла майпа.

Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче каçхине Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ Чăваш тĕррин кунĕ. Ал ĕç асамçисен ячĕпе илемлĕ кĕвĕ-юрă янăранă. Унта ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев хутшăннă.

—Чăваш халăхĕшĕн тĕрĕ яланах пысăк мăнаçлăх палли пулнă. Вăл — пирĕн нацин хăйнеевĕр сĕмĕ, унăн ăс-хакăл пуянлăхне, талантне, ĕçченлĕхне сăнарлакан мул. Çавна май эпир кăçал пирвайхи хут паллă тăвакан çĕнĕ уявăн хăйĕн йăлисем йĕркеленме тытăнни те нимĕн чухлĕ те иккĕлентермест. Çав шутра — наци тумĕн элеменчĕ- сене йышпа пĕрле тĕрлени, онлайн ăсталăх класĕсем, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни. Çакна пĕтĕмпех хамăрăн ăстасен, художниксен пултарулăхне аталантарас, наци эрешне, йăлисене упраса хăварас тĕллевпе тăватпăр. Чăваш тĕррин кунĕ чăваш халăхĕн пĕрлĕхне, культура чĕрĕлĕвне, тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчи йăхташăмăрсен чăмăртанăвне пулăшасси пирки иккĕленместĕп,—тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Чăваш Ен районĕсенчи ăстаçăсемпе пĕрле хатĕр-ленĕ ултă метрлă, чăваш тĕрриллĕ сурпана сцена çинче кăтартнă. Интернетри социаллă сетьсенче вара чăваш тĕрриллĕ çи-пуç тăхăннă ентешĕмĕрсем, курав-мероприяти саманчĕсем курăнчĕç. Чăваш тĕррин кунĕ иртнĕ юнкун Тăвайри культура çуртĕн-че.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов çĕнĕ уявăн пысăк пĕлтерĕшне палăртнă, мероприятие хутшăнакансене ăшшăн саламланă, тăван культурăна упрама, аталантарсах пыма суннă.

Унтан республикăри «Сурпан Пĕрле» акцие хутшăнса район чысне ăнăçлă хÿтĕ-ленĕшĕн культура çурчĕн ăстине Вера Абржинана Диплом парса чысланă. Çавăн пекех Владимир Борисович Тăрмăшри, Çĕнĕ Пуянкассинчи культура çурчĕсен коллективĕсене, Енĕш Нăрвашпа Тăвайри халăх театрĕсене, «Тăрмăш» фольклор ансам-бльне халăх пултарулăхне паллаштарас енĕпе активлăх кăтартнăшăн Дипломпа хавхалантарнă. Тĕрленĕ сурпанĕсене сцена çине йăтса тухрĕç кĕçех районти культура çурчĕн ĕçченĕсем. Ун хыççăн пурте пĕрле «Алран кайми аки-сухи» юрра шăрантарчĕç. Чăваш тĕрриллĕ курка парнелерĕç мероприятие хутшăнакансене. Театр коллективĕсем тĕрĕ çинчен юрларĕç, улах ларнине сăнарласа кăтартрĕç, унта хĕрсем тĕрлĕ эрешсем тĕрлерĕç тата чăвашла юрларĕç. Чăвашсен хальхи вăхăтри костюмĕсемпе паллаштаракан дефиле пурне те кăмăла кайрĕ, вăйă картине пурте пĕрле тăрса çаврăнчĕç. Куракансем те ыттисене кăтартма хăйсен ал ĕçĕсене илсе килнĕ. Вера Абржина чăваш тĕррин тĕп çĕввисемпе мастер-класс ирттерчĕ.

Çавăн пекех «Чăваш Ен — 100 пин тĕрĕ çĕршывĕ» ятлă курав та йĕркеленĕ районти культура çурчĕсен пĕрлештернĕ системи. Унпа пурте кăсăкланса паллашрĕç.

Палăртнă уява кăçал пуç-ласа уявларĕç пулин те, вăл тĕрлĕ интереслĕ мероприятисемпе, акцисемпе, челленджсемпе пуян пулчĕ.

Социаллă сетьсенче пĕтĕм республика, ытти çĕрте пурăнакансем хаваспах хутшăнчĕç унта. «Чăвашсем хăйсен кĕпи-сене пурçăн çиппе йывăр эрешсене питĕ ăста тĕрлеççĕ. Канва çĕлекен ăстаçăсем те кăмăлласах хаклаççĕ вĕсене»,—палăрт-нă вырăс поэчĕ, этнографи очеркĕсен авторĕ А.Фукс. Халăх тĕррисенче чăвашсен тĕнчекурăмĕ, кашни йăх историйĕ сăнарланнă. Пирĕн ăна çитĕнекен ăру патне çитермелле.

Поделиться:
Распечатать