1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 28 Март 2024 г.
6 февраля 2020 г. 13:00

Пахалăхлă продукци хатĕрлеççĕ

«Тăвай çăкăрĕ» тулли мар яваплăхлă обществăра туслă коллектив тăрăшать. Унти ĕçсене Татьяна Витальевна Обаськина йĕркелесе пырать. Обществăра шушкă хатĕрлекен цех пур, икĕ бригада вăй хурать унта. Пĕрремĕшĕнче — Н.Походкина, А.Трофимова, Е.Николаева, И.Башмакова, Г.Ядгарова, И.Моисеева бригадир. Тепринче О.Иванова, М.Козлова, С.Ильина, Т.Сидорова, Л.Семенова, Т.Веселова, О.Федорова бригадир шушка-булка туса пĕçереççĕ. Икĕ кун ĕçлеççĕ, икĕ кун канаççĕ вĕсем. 2019 çулта 21 тонна — шушкă, 67 тонна булка изделийĕ-сем, 183 тонна çăкăр хатĕрленĕ.

Поделиться:
Распечатать