1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
20 марта 2020 г. 12:59

Çыхăну ĕçченĕсемпе кăмăллă

Ялсенчи çыхăну уйрăмĕсенче «Ял ĕçченĕ» хаçата иккĕмĕш çур çулта илсе тăма çырăнтарма пуçланă ĕнтĕ.

—Таисия Павлова, Иван Жилкин, Николай Иванов, Тĕмерти ĕçпе хисеплĕ çынсем, чи малтан çырăнчĕç район хаçатне,—пĕлтерчĕ кунти уйрăм начальникĕ Роза Николаева. Вăл почта ĕçĕнче 17 çул вăй хурать. Маларах Кармалти çыхăну уйрăмĕнчи ĕçсене йĕркелесе пынă. Унти уйрăма Тĕмертипе пĕрлештернĕ хыççăн иккĕмĕш çул хăйĕн тăван ялĕнче тăрăшать. Кармал, Тĕмер, Вăтаялĕпе Амалăх çыннисене çыхăну тытăмĕнчи услугăсемпе тивĕçтереççĕ кунта. Ял халăхĕ кăмăллă Роза Аркадьевнапа почтальонкăсен ĕçĕ-хĕлĕпе.

Валентина Никитина — почтальонкăсенчен чи пысăк стажли. Кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пĕлнине палăртаççĕ ĕçтешĕсем ун пирки. Çавăнпа подписчикĕсем те ытларах унăн. Ирина Севостьянова та ĕçне юратса пурнăçлать. Район хаçатне пĕрремĕш çур çулта умĕнхи тапхăртинчен ытларах сарнă Амалăх ялĕнче.

Татьяна Манишева (Тĕмер), Светлана Дмитриева (Кармал), Ирина Иванова (Вăтаялĕ) çыхăну хатĕрĕсене, ыйтакан таварсене халăх патне вăхăтра çитереççĕ.

Кармалсем çур çул ытла почтальонкăсăр пурăннă. С.Дмитриева ĕçлеме пуçланă хыççăн лăштах сывласа янă халĕ.

Поделиться:
Распечатать