1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
10 апреля 2020 г. 10:07

Çулленех маттур

Чăвашпотребсоюз совечĕ чи нумай ял ху-çалăх продукчĕсем парассипе республикăри конкурса пĕтĕмлетни çинчен пĕлтер- нĕччĕ. Савăнăçлă лару-тăрура чысланă республикăри конкурс çĕнтерÿçисене Тăвай енре те. Вĕсене Чăвашпотребсоюз совечĕн председателĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов саламланă, дипломсемпе тавар илмелли сертификатсем парса хавхалантарнă. Кăçал та вĕсен йышĕнче Кивĕ Пуянкассинчи Надежда Краснова пур. 2019 çулта çĕрулми тата пахча çимĕç хатĕрлесе парассипе республикăра иккĕмĕш вырăна тухнă. Умĕнхи çулхине çак номинацире виççĕмĕш пулнăччĕ харсăр хĕрарăм (сăн ÿкерчĕкре).

«Пĕлтĕр çĕрулми, кишĕр, купăста, сухан, ыхра, хĕрлĕ кăшман пĕрле пĕр машина патăмăр «Тăвайри кооператив» потребобществăна. Тахçантанпах çыхăну тытатпăр вĕсемпе. Транспорт шыраса çÿресси çук, хăйсемех килсе илеççĕ продукцине,— пĕлтерчĕ Надежда Ниловна.— Чăх, хур-кăвакал чĕпписене те заявка парсан часах çитерсе параççĕ. Кăçал кооператорсем тивĕçтерме ĕлкĕрчĕç те ĕнтĕ. Тавах вĕсене. Паллах, ĕçлеме ÿркенмесен пахчари çимĕçсене сутсах çемье енчĕкне ал-ура çавăрмалăх укçа кĕрет».

Н.Краснова кунта сутуçăра ĕçленĕ чухнех хушма хуçалăхĕнчи ытлашши чĕр тавара райпона панă. Халĕ пенсие тухни 5 çул ĕнтĕ. Канăçсăр чун-чĕреллĕскер пĕр самант та ĕçсĕр лармасть. Кил паçми чăннипех те тĕрлĕ çимĕçсемпе пуян. Çурчĕ тавра илемлĕ чечексем ешереççĕ. Пахчари ĕçсене ытларах мăшăрĕпе Валерий Павловичпа пурнăçлаççĕ. Канашра пурăнакан Ирина хĕрĕн çемйи те канмаллисенче пулăшма яла васкать.

Сĕт те сахал мар сутаççĕ Красновсем. Халĕ ăна куллен 20 литр ытла параççĕ сĕт-çу заводне. Виçĕ ĕне усранă чух çак кăтарту 100 литртан та иртнине аса илчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

Поделиться:
Распечатать