1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
25 июля 2020 г. 13:44

Суйлав умĕнхи марафон. Кам финиша çитĕ?

Çирĕппĕнех çапла калама пулать: Чăваш Ен Пуçлăхĕн постне йышăнассишĕн иртекен суйлав кампанийĕ, çавăн пекех республикăн политикăпа обществăлла пурнăçĕ çине витĕм кÿ-рекен пĕр уйăха яхăн пынă пĕлтерĕшлĕ кампани иртнине республикăри хуласемпе ялсенче пурăнакансенчен чылайăшĕ пĕлет. Сăмах кунта кандидатсем коммуникаци лапамĕсенче муниципаллă фильтр витĕр тухасси çинчен пырать.

Муниципаллă фильтр витĕр тухмалли процедурăна «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ çинчен» Саккунра тĕплĕн çырса кăтартнă. Суйлава харпăр хăй е политика партийĕ тăратнă кандидатăн муниципалитет йĕркеленĕвĕсенчи депутатсен шанăçне 7 процент тивĕçмелле. Кандидата шаннисен шутĕнче район тата хула округĕсенчи депутатсен йышĕ 10 процент пулмалла. Ку çеç те мар-ха. Кандидатăн Чăваш Республикинчи муниципаллă районсемпе хула округĕсенчи çак депутатсен виççĕ тăваттăмĕш пайĕнчен кая мар шанăçне тивĕçмелле. Çак процедура муниципаллă фильтр витĕр тухни пулать.

Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссине документсем тăратнă 12 кандидатран 6-шĕ коммуникаци лапамĕсенчи тĕлпулусене тăтăшрах хутшăннă: вĕсенчен 4-шĕ тĕрлĕ партисенчен, 2-шĕ хăйсене хăйсем тăратнисем. «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ çинчен» Саккунра кăтартнă тăрăх кандидатсен муниципаллă фильтр витĕр çирĕплетнĕ йĕркепе тухмалла пулсан, коммуникаци лапамĕ-сенче иртекен тĕлпулусене вĕсем хутшăнмасан та пултараççĕ. Урăхла каласан, претендент муниципалитет депутачĕсемпе тĕл пулассипе е тĕл пулмассине хăй татса парать.

Чăваш Енри Тĕп суйлав комиссийĕнче ăнлантарнă тăрăх, çак коммуникаци лапамĕсем кандидата хăйĕн суйлав умĕнхи программисемпе, хăйĕн гражданла позицийĕпе, политика курăмĕ- пе паллаштарма хушма майсем туса параççĕ. Çав вăхăтрах иртнĕ çур çулта Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕçĕ-хĕлне Чăваш Енре пурăнакансем, çав шутра муниципалитет депутачĕсем те, лайăх пĕлсе çитсе тивĕçлĕн хаклаççĕ, республикăна экономика кризисĕнчен кăлармалли çул-йĕрне ырласа йышăнаççĕ.

Ытти кандидатсен вара муниципалитет депутачĕсене хăйсемпе лайăхрах паллаштарас тесе ытларах ĕçлеме тивнĕ. Çавăнпа та вĕсем хăйсене çынсем умĕнче лайăх енчен кăтартма тăрăшнă.

Кандидатсем мĕнле çул-йĕрпе пырасси чи малтанах уçăмланнă, çакна вĕсем мĕнпур 24 коммуникаци лапамĕнче те тытса пыма тăрăшнă. Акă, кашни кандидат тенĕ пекех ку е вăл ыйтăва татса панă çĕрте муниципалитет йĕркеленĕвĕсен тата муниципалитетсен депутачĕсен пĕлтерĕшне ÿстерессишĕн сăмах каланă. ЧР Патшалăх Канашĕн хальхи депутачĕсем Александр Андреев (КПРФ) тата Константин Степанов (ЛДПР) Çĕмĕрлери тĕлпулура палăртнă пек, Чăваш Енре «районсенчи тата хуласенчи Пухусен депутачĕ-сен ĕç укçине ÿстерсе парассинчен тата вĕсен полномочийĕсене анлăлатассинчен» çивĕчрех те актуаллăрах ыйтусем çук тесе те шухăшлама пулать.

Хăйĕн кандидатурине хăй тăратнă чи курăмлă представительсенчен пĕри Андрей Ильдеменев предприниматель те вăйă правилисене пăхăнма тăрăшнă. Унăн козырь карчĕ Чăваш Республикин экономикине инвестицисем илĕртесси пулнă. Мĕнех, ку вăл кăсăклă та актуаллă тема. Анчах та Олег Николаева ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан пулма шаннă хыççăн правительство Чăваш Ен аталанăвĕн Комплекслă программи çине таянса çак проблемăна татса парас тĕлĕшпе туллин ĕçлеме пуçланă. Çакăн çумне тата мĕн те пулин хушса калама пулать-ши? Пулать иккен. Кашни коммуникаци лапамĕнчех Андрей Ильдеменев хăйне Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулма суйласан Çĕрпÿ хулинче нефть продукчĕсем туса кăларакан 360 миллиард тенкĕлĕх завод хăпартмашкăн сăмах панă. Нимех те калаймăн, ку вăл лайăх пуçарулăх, ăна ырласа йышăнмалла кăна. Анчах та инвесторсем укçи-тенкине кандидат хăй çине яваплăх илсе гаранти парсан кăна хывма хатĕр иккен. Урăхла каласан, енчен те Андрей Ильдеменев суйлавра çĕнтермесен Çĕрпÿ нихăçан та Дубаи хулипе танлашаймĕ.

Ытти кандидатсем тухса калаçнисем те кăлтăксемсĕр мар, хăйĕн кандидатурине хăй тăратнă Юрий Шакеев блогерсăр пуçне, унăн пĕр рецепт: «Тытмалла та кăларса ямалла!» Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлав кампанийĕсем иртнĕ çулсенче еплерех иртнине пурте лайăх астăваççĕ. Юрăхлă мар тесе шутланакан претендентсене пĕрремĕш тапхăрсенчех мала яман, унсăр пуçне официаллă майпа регистрациленнĕ хыççăн та суйлавçăсемпе тĕл пулма май паман. Иртнĕ çулсенчи суйлав кампанийĕсемпе танлаштарсан, хальхи уççăнлăх шайĕ пысăк пулнипе тата кандидатсем валли пĕр тан условисем туса хунипе уйрăлса тăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ Олег Николаев çак кунсенче «Чувашия» ПТРК корреспондентне хуравланă май çакăн пек коммуникаци лапамĕ-сем Раççейре пирĕн патĕн-че кăна ирттернине, унсăр пуçне ытти нумай регионсен ертÿçисем те Чăваш Республикин опычĕпе чăннипех те кăсăкланнине пĕлтернĕ.

Суйлав умĕнхи кампанийĕн пĕрремĕш тапхăрĕ хыçра теме те юрать. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Экспертлă канашĕн председателĕ, çав вăхăтрах Чăваш Республикин муниципаллă йĕркеленĕвĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ коммуникаци лапамĕсенчи тĕлпулусене пĕр улшăнмасăр ертсе пынă Станислав Николаев каланă тăрăх, иртсе кайнă çак мероприятисем суйлавçăсемпе тĕл пулни шутланмаççĕ. Хăйсене «самовыдвижени» мелĕпе тăратнă кандидатсен муниципалитет шайĕнчи тапхăр витĕр ăнăçлă тухнă хыççăн алă пуснисене çителĕк- лĕ пуçтармалла. Политика партийĕсенчен тăратнă кандидатсен кăна çак процедура урлă тухмалла мар. Анчах та çакă вĕсемшĕн лăпкă пурнăç шанăç мар — умра кĕрешÿ.

А.КРЯЖИНОВ.

Поделиться:
Распечатать