1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
4 июля 2020 г. 9:36

Аталану çул-йĕрне çирĕплетсе

Кунашкалли халиччен пулманччĕ-ха, пулма та пултарайман — июнĕн 24-мĕшĕнче, республикăн ĕмĕрхи юбилейне хĕрсе уявланă вăхăтра, йăлана кĕнĕ йĕркепе йăм-хĕрлĕ лентăсене касса пайлас вырăнне, Чăваш Енĕн пĕтĕм ертÿлĕхĕ Аслă экономика канашĕнче (ВЭС) регионăн чи çывăх пилĕкçуллăхри аталанăвĕн стратегине сÿтсе явнă. Унтан та ытла çак паллă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевсăр пуçне Федераци Канашĕн председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Николай Федоров, Патшалăх Думин депутачĕ, финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен Комитет председателĕ Анатолий Аксаков, «Регионсен аталанăвĕн тĕнчери центрĕ» ХАОн генеральнăй директорĕ Игорь Меламед, шăпах вăл ертсе пынипе программа проектне туса хатĕрленĕ те ĕнтĕ, тата çавăн пекех республикăри чи пысăк предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннă.

Оперăпа балет театрĕнче иртнĕ мероприяти пĕлте- рĕшне унта ВКС тытăмĕ-пе Раççей Федерацийĕн промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Алексей Безпрозванных, генеральнăй директор — «МСП» Корпораци» АО правленийĕн председателĕ Александр Браверман, «Монохуласен аталанăвĕн фончĕ» коммерциллĕ мар организацин генеральнăй директорĕ Ирина Макиева тата республикăпа федераци ведомствисен ытти чылай ертÿçи тата çавăн пекех хисеплĕ хăнасем хутшăнни те уçăмлăн кăтартса парать.

Николай Федоровăн служба ĕçĕпе Мускава васкавлă тухса каймалла пулнă пирки канаш ларăвне председатель пулса ертсе пыракан Анатолий Аксаков пирваях ăна сăмах панă. Николай Васильевич яланхи пекех Чăваш Енре хăй президент пулнă çулсене аса илнĕ тата виçеллĕ кăна Шупашкар хулин влаçне критикленĕ. Программа пирки каласа, Николай Васильевич унта тата та пысăкрах тĕллевсем курасшăн пулнине палăртнă. Хăйĕн сăмахне вара çапла вĕçленĕ: «Хаклă Олег Николаевич, эпир Сире яланах пулăшса пыма хатĕр». Паллă ĕнтĕ, «эпир» сăмахпа Николай Федоров законсем кăларакан икĕ федераци органĕнчи Чăваш Ен представителĕсене шута илнĕ, çав шутра чи малтанах хăйне.

Ун хыççăн сăмах илсе, Олег Николаев хăйĕн яваплăхне туллин курса-туйса тăнине палăртнă: «Эпир пурте лару-тăрăва чăннипех те йĕркелесе çитересшĕн тата лайăх результатшăн тăрăшатпăр... Ăна тума вара граждан обществин пур институчĕсемпе те, чи малтанах пур депутатпа тачă çыхăнса ĕçлени кирлĕ».

Программа пирки каласа, Олег Николаев ĕçсен конкретлă планне туса хатĕр-лесси тĕп задача пулса тăнине палăртнă. «Пирĕн республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли хăй хальлĕ план пур,—тенĕ вăл.— Халĕ унпа укçа-тенкĕ уйăрма пуçлаççĕ. Эпир паян сÿтсе явакан программа вара çĕнетнĕ версийĕ пулса тăрать тата ăна пĕр уйăх хушшинче туса çитермелле. Эпĕ муниципалитетсен ертÿçисене ăна халăхпа сÿтсе явма сĕннĕ пулăттăм. Ку вăл питĕ кирлĕ, мĕншĕн тесен июлĕн 24-мĕшĕнче документа çирĕплетме палăртатпăр. Вăл конкретлă ĕçсен программи пулмалла, республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пур программисемпе планĕсене те хăват парса тăмалла. Тен, пирĕн программăна республикăна 2035 çулччен аталантармалли стратегие пĕрлештермелле, тен, ăна законпа та çирĕп-летмелле... Хамăрăн вăйсене пĕрлештерсен кăна, пурте пĕрле кăна эпир паян хамăр умра тăракан тĕллевсене пурнăçлама пултаратпăр».

Ахальтен мар Олег Николаев пур программăна та пĕр вăхăтра пурнăçа кĕртсе пымалли çине пусăм тунă. Игорь Меламед Чăваш Енĕн паян стратеги планĕсем тума тата программăллă аталанма кирлĕ документсен пуххи пурте пуррине пĕлтернĕ. Сăмахран, 2035 çулчченхи аталану стратегине çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне Чăваш Республикин аталанăвне тÿрремĕнех вăй парса тăракан 23 патшалăх программи ĕçлет. Анчах çакă та пурте мар. Республика федерацин 52 тата 11 наци проекчĕсене хутшăнать.

Чăваш Ен кураторĕн ĕçĕсене ертсе пыма хушнă Раççей минпромторгĕ-пе пĕрле республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине пăхса тухса çирĕплетнĕ.

«Çавăнпа та кирлĕ хутсем документ системи валли мар — хамăршăн — тĕрĕс мар аталанун сăлтавне тата лайăх мар туртăмсене уçса пама кирлĕ, — тесе ăнлантарнă Игорь Меламед — Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне палăртакан документа туса хатĕрленĕ тата ăна хальхи вăхăтра экономикăн Аслă канашне тăратмалла».

Палăртнă темăпа килĕшÿл- лĕн Федераллă ведомствăсемпе организацисен представителĕсем, Алексей Беспрозванных, Александр Браверма, Ирина Макиева тата маларах проект программине сÿтсе явма активлă хутшăннă сывлăх сыхлав сферин надзорĕн Федераллă служба руководителĕ Алла Самойлова та тухса калаçнă. Вĕсем тухса калаçнă май Чăваш Республикине юбилейпе саламланă тата программăна пурнăçлама пур енĕпе те пулăшма хатĕррине палăртнă. Экономикăн Аслă совечĕн статуслă участникĕ-сем тухса каланă кашни сăмахĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ те витĕмлĕ пулнă, анчах та Алексей Беспрозванных тухса калаçни уйрăмах кăсăклă пулнă. Унăн сăмахĕсем мĕн кĕтнине 100 проценчĕпех тивĕçтерсе, чуна пырса тивмеллех пулчĕç: «Промышленноç аталанăвĕн Фончĕ пĕтĕм регионсене укçа-тенкĕ-пе тивĕçтерессине çакăн пек пропорципе пурнăçлать, 70 проценчĕ федераци бюдже- тĕнчен, 30 проценчĕ — регион шутĕнчен. Эпир вара Чăваш Ен валли уйăрнă пайне 10 процент таран пĕчĕклетрĕмĕр, çапла вара федераци бюджетĕнчен 90 процент таран тивĕçтереççĕ».

Экономикăн Аслă совечĕн ларăвĕнче правительство йышăнăвне Анатолий Аксаков юлашкинчен çапла пĕлтернĕ: «Чăнах та çакăн пек практика пур. Анчах та кун пек çăмăллăхпа хăш-пĕр регионсем кăна усă курайраççĕ. Пирĕн республика — вĕсен шутĕнче». Çакă чи малтанах çĕршыв ертÿлĕхĕ Олег Николаев майлă пулнине тата ăна шаннине палăртать. Унсăр пуçне Чăваш Ене Правительство тĕлĕшĕнчен кÿрекен пулăшу социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн программисене, вĕсенчи статьясемпе пунктсене тĕплĕн йĕркеленине çирĕплетет. Апла пулсан пĕр тенки те усăсăр тăкакланмĕ».

Игорь Меламед та, ахаль чухне кăмăлне палăртманскер, федераци шайĕнчи хăнасем тухса калаçнă хыççăн хăйĕн шухăшне тытса чараймарĕ, вĕсен пулăшу кÿмелли сĕнĕвĕсене Чăваш Еншĕн «кăмăллă парне» тесе пĕлтерчĕ.

Анатолий Аксаков вара лару вăхăтĕнче экономикăн Аслă совечĕн шанчăклă саккунĕсенчен пĕрне тепĕр хутчен аса илтерни ытлашши пулмĕ терĕ: «Инвестицисем çук пулсан ÿсĕм те çук, ÿсĕм пулмасан тупăш та пулмасть. Тупăшсăр ĕç укçи те ÿсмест, пурнăç та лайăхланмасть».

Паллах, пурте Игорь Меламедăн докладне кĕтнĕ. Анчах та Чăваш Ен экономикине тишкерме тытăнас умĕн Игорь Ильич проект программине еплерех сÿтсе явнине каласа панă. Тĕпрен илсен вăл çапла палăртнă: «Чи малтанах хăшĕ-пĕрисем проекта сиввĕн йышăнчĕç. Апрелĕн 24-мĕшĕнче проектăн пĕрремĕш вариантне кăтартнă пулнă. Çакăн хыççăн патшалăх тата муниципаллă влаç органĕсем, республика çыннисем питĕ хавхаланса кайрĕç. Хамăн 30 çулхи практикăра çакăн пек çивĕч сÿт-се явнине астумастăп. Пирĕн патне 500 яхăн сĕнÿ килсе çитрĕ. Видеоконференци режимĕпе 30 канашлу иртнĕ. Эпир пур сĕнĕве те шута илме тăрăшрăмăр. Çапла майпа, паян сире ытти документсемпе çыхăнтарнă программăпа паллаштаратпăр».

Игорь Меламед экономикăн Аслă канашĕн малтанхи ларăвĕсенче Чăваш Республики Раççейри юлса пыракан 10 регион йышĕнче пулнин сăлтавĕсене пĕрре кăна мар каланă. Анчах та кашни ларăва отраслĕн ку е вăл ыйтăвĕсене халалланă май, пĕтĕмĕшле экономика аталанăвĕн пур енлĕ тишкерĕвне туман. Халĕ вара программăна сÿтсе явасси вĕçленнĕ май çакăн пек тишкерÿллĕ доклад пулчĕ те. Унпа çитес номерте паллаштарăпăр.

А.КРЯЖИНОВ.

Поделиться:
Распечатать