1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
4 сентября 2020 г. 21:53

Пирĕн Елизавета Федоровна пулĕ

 

Çапла хуравларĕç Çĕнĕ Пуянкассинчи сутуçăсем ялти 94 çула кайнă Елизавета Демьянова çинчен. Тем сăлтавпа çак çул валли çырăнайман вăл хаçата. «Пĕр вулама хăнăхнă та район хыпарçине, почта илме тухсан «Ял ĕçченĕ» хаçатах алла илес килет, — тет ĕç ветеранĕ. Халĕ ялти лавкка урлă çырăннăран, урамра çынсемпе калаçатăп, лавккара кирлĕ таварне те суйлатăп».

Елизавета Федоровна ывăлĕпе, кинĕпе пĕрле пурăнать. Вĕсем те пенсире ĕнтĕ. 94 çула çывхаракан тыл ĕçченĕ аптăрамасть-ха çапла, хăй тĕллĕнех çÿрет. Куçлăхсăрах вулать. Пахчари вăй çитнĕ ĕçсене самантрах пуçтарса хурать. Сутуçăсем те пĕлсе тăраççĕ, ав, суханпа ыхра кăларма та хутшăннă.

Тĕрлĕ таварсемпе тивĕçтерекенсенчен татах интересленетĕп. «2021 çула Чăваш Ен ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Сăрпа Хусанти хÿтĕлев сооруженийĕсем тăвакан ĕç паттăрлăхне халалланă, —тетĕп. – Елизавета Федоровна та окопсем чавма хутшăнма пултарнă çулĕпе илсен».

Тенеялĕпе Йăнтăрчă енче хÿтĕлев сооруженийĕсем тума хастар хутшăннă Е.Демьянова. Вăрçă вăхăтĕнчи пултарулăхĕшĕн медале те тивĕçнĕ. Шартлама сивĕсенче иртен пуçласа каçченех шăннă çĕре такканă вĕсем. Чăн-чăн ĕç паттăрлăхĕ мар-и-ха çакă? Плана тултармаллах пулнă. Чăваш хĕрарăмсем, çав шутра Лиза аппа та, ята яман.

Алли-ури çĕвĕ ĕçне ăста пулнăран кунĕпех çын татăлман унăн килĕнчен. Фуфайка таранчченех çĕленĕ. Ачисене те пăхма ĕлкĕр- нĕ, хуçалăхне те çирĕп тытнă.

Тыл ĕçченне тата нумай çул пурăнма ырă сывлăх сунар.

Поделиться:
Распечатать