1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
23 января 2021 г. 11:55

Çутăпа тивĕçтернĕ

«ДЮСШ-ФСК «Аль» спорткомплексăн территорийĕнче юлашки çулсенче чылай хăтлăх ĕçĕсем пурнăçланчĕç. ГТО нормативне пама хатĕрленекенсем валли тунă площадкăна ватти-вĕтти пуçтарăнма пуçларĕ. Ытларах çамрăк çемьесене ачисемпе асăрхатăн кунта. Спорткомплекс йĕри-тавра хывăннă йĕлтĕр трасси çинче ?1,5 километр% юлашки кунсенче уйрăмах халăх йышлă. Халĕ кунта тĕттĕм мар. Унта-кунта тĕксĕммĕн çуталнă лампочкăсене иртнĕ кунсенче энергие перекетлекеннисемпе улăштарнă. Юр çуса, тустарса тăнине пăхмасăрах пуçланă ĕçе вĕçне çитерессипе тăрăшнă «Энергосеть» общество специалисчĕсем. Сергей Сергеев директор, Георгий Петров тĕп инженер, Владимир Голяченко мастер, Александр Васильев электромонтер, Борис Михайлов, Юрий Горбунов водительсем чăннипех те ырă ята тивĕç. Халĕ кашни 100 метртан тенĕ пек лампочка çутатать. «Коммунальник» общество директорĕ, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Юрий Ефимов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Сормов та хăйсен тÿпине хывнă çак ĕçе.

Поделиться:
Распечатать