1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
23 января 2021 г. 11:58

Йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç

Шăматкун Тăвай ялĕнчи «Аль» спорткомплекс стадионĕнче ирех шăплăх хускалчĕ. Ачасемпе аслисем спорт тумĕ тăхăнса йĕлтĕрсем çине тăчĕç те хусканусем тума пуçларĕç. Физкультурăпа спорт юхăмĕнче активлăх кăтартнă Владимир Михайлович Лукин ячĕпе йĕркелекен чупăва тухма хатĕрленчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов, унăн заместителĕ — вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов, В.Лукин çемйи килсе çитрĕç кĕçех. Спорта юратакан, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакансене хаваслă кăмăл, ăнăçлă стартпа лайăх кăтартуллă финиш сунчĕç.

2009—2012 çулсенче çуралнисенчен М.Федорова (Элпуç), М.Кузьмин, Д.Ускова, А.Петров («Локомотив»), К.Пикусова (Тăрмăш), А.Петрова (Элпуç) тата 2007—2008 çулсенчи — Н.Александрова («Локомотив»), Н.Николаев (Вăрмар), Ю.Максимова (Тăвай), Н.Никифоров (Вăрмар), А.Пикусова (Тăрмăш), М.Степанов (Элпуç) мала тухрĕç. 2005—2006 çулсенчи О.Чернухинапа А.Шугуров, И.Сергеев («Локомотив»), Л.Петровапа Е.Антонова (Элпуç), Е.Васильев (Çĕнĕ Пуянкасси) тата 2003—2004 çулсенчи А.Григорьева (Вăрмар), Д.Бобуровпа М.Васильев («Локомотив»), О.Ильина (Элпуç), И.Алексеев (Çĕнĕ Пуянкасси) лайăх кăтартусемпе палăрчĕç.

Унтан 18—29 çулсенчисем старта тухрĕç. А.Никифорова (Элпуç), Н.Кузнецов («Локомотив»), Е.Гурьева (Тăвай), С.Иванов (Энĕшпуç), С.Михайлов («Аль») тата 30—39 çулсенчи спортсменсем — Н.Петрушкова (тĕп больница), Д.Кузьмин (пушар чаçĕ), А.Сергеев («Локомотив»), С.Нилов (Элпуç) аван чупрĕç. Кĕçех тата аслăраххисем, 40—49 çулсенчи йĕлтĕрçĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. А.Никифорова (тĕп больница), Э.Буинцевпа Н.Сормов (Тăвай), В.Никифоров (Элпуç) маттур пулчĕç. 50—59 çулсенчи М.Сорокина (Тăвай), Ю.Афанасьев («Локомотив») П.Романовпа И.Степанов (Çĕнĕ Пуянкасси), 60 çулсенчи тата аслăрах З.Матросова, В.Афанасьев, А.Данилов (Тăрмăш), Ф.Григорьев (Енĕш Нăрваш) малти виçĕ вырăнсене тухрĕç.

Çĕнтерÿçĕсене медальсемпе Хисеп грамотисем парса чысланă. Палăртнă кун спорт-сменсемпе пĕрле куракансем те хавхаланнă. Ăмăртусене йĕркелеме пулăшнă Эдуард Буинцева тав тăвать «Аль» спорткомплекс администрацийĕ.

Поделиться:
Распечатать