1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
23 января 2021 г. 11:59

Вĕрентекен — ĕç ветеранĕ

Пире Сăхăтпуç шкулĕнче Людмила Владимировна Веселова (Симакова) вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ-ренпе вăтăр çул ытла та иртрĕ пулĕ. Йăрăс пÿллĕ, уçă саслă, хăвăрт хускануллă хĕр халĕ те куç умĕнче. Хамăр та пенси çулĕсенче. Унпа тĕл пулсан иртнисене аса илтĕмĕр, сăн ÿкерчĕксем куртăмăр.

Л.Веселова Тутарстанри Теччĕ районĕн- чи Чăваш Чикилдым ялĕнче 1944 çулхи августăн 10-мĕшĕнче çуралнă. Хĕрача вуннăрах амăшĕсĕр тăлăха юлнă. Ашшĕ Владимир Никифорович, 1920 çулхискер, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче икĕ хут аманса контузиленнĕ. Тăшман ункинчен хăтăлса, Ленинграда хÿтĕлеме хутшăннă, сывă таврăннă.

Людмила ялта 4 класс пĕтерсен, пилĕк çухрăмри Кивĕ Пăрăнтăк ялĕнче 10 класс пĕтерсе аттестат илет. Медицина уйрăмне конкурспа вĕренме кĕреймест. Вăл Ульяновскри «УАЗсем» кăларакан заводра токарь-револьверщицăра икĕ çул ĕçлесех сатурлăхĕпе палăрать. Сăн ÿкерчĕкне Хисеп хăми çине вырнаçтарнă. Çамрăк хĕр ял çыннисенчен ырă сăмахсем сахал мар илтсе савăнать. Анчах унăн пĕлĕвне малалла ÿстерес шухăш-ĕмĕт. Ĕçрен кайсан Буинскри вырăс чĕлхине вĕрентекенсен курсне пĕтерет, Апастово районĕнчи Бурнаево ялĕнче икĕ çул шкулта ачасене вĕрентет. Каярахпа Хусанти патшалăх институтĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухать. Сăхăтпуç ялне 1966 çулта направленипе килет, пĕр киле хваттере вырнаçать. Малтанах пионер дружинине ертсе пырать, ачасен пурнăç кăлтăкĕсене çĕнтерме нумай вăй хурать, хăшĕсемпе уйрăмшарăн та ĕçлеме тивет. Ялти Григорий Макарович Веселов яшпа пĕрлешсе, икĕ хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ. Мăшăрĕ шкулта «Зарница» вăйăсем, йĕлтĕрпе чупассипе, винтовкăран тĕл перессипе ăмăртусем йĕркеленине астăватăп. Купăс каласа юрă урокĕсем ирттернĕ, ачасене платник ăсталăхне алла илме хăнăхтарнă. Вăл тума пĕлмен ĕç пулман пулĕ. Çак ĕçчен те туслă мăшăра хисеплетчĕç. Вĕсем ачасем çине сасă хăпартнине илтмен эпир.

Хамăн вĕрентекенпе иртнĕ самантсене аса илсе калаçрăмăр. Альбомсем хушшинче Çутĕç министерствинчен панă тата ытти нумай Тав хучĕ асăрхарăм, тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн чысланине вуласа пĕлтĕм. Чăнах та маттурччĕ Людмила Владимировна. Килти ĕçсене тумалла, ачасене вĕрентмелле, ялти общество ĕçне хутшăнмалла... Пурне те пултарнă пирĕн учитель. Людмила Веселова вăтăр çул каялла йывăр чире пула тĕнчерен чутах уйрăлман. Аса илсен куçĕсенче куççулĕ йăлтăртатнине асăрхарăм. Вĕсем пирĕншĕн те тухнине туйрăм. Тав сăмахĕсем уншăн сиплев пултăр! Хавас чунпа уйрăлтăм хисеплĕ вĕрентекенпе.

Поделиться:
Распечатать