1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
15 октября 2021 г. 16:27

QR-кодпа кăна

«Республикăри больницăсенче коронавируспа чирлĕ 2000 ытла çын выртать. Вĕсенчен 70 ытла проценчĕ — аслă ăрури çынсем»,— тенĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Степанов оперативлă штаб ларăвĕнче.

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 3800 çын реабилитаци тухнă. Чăваш Енре пурăнакансен 51,1 проценчĕ коронавирусран прививка тутарнă. Юлашки вăхăтра ОРВИ-пе чирлекенсен шучĕ ÿснĕ. Лару-тăру çивĕч пулни куçкĕрет.

Авăн уйăхĕнче вĕренÿ çулĕ пуçланнă май ачасемпе çыхăннă лару-тăру йывăрланма пултарассине малтанах пĕлсе тăнă. Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев шкулсенче ĕçлекен нумай çын чирленине каланă. Ытларах прививка тутарманнисем çак амака çаклатаççĕ.

Чир çĕнĕ вăйпа сарăлни татăклă йышăну тума хистенĕ: юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа социаллă тата культура учрежденийĕсене, кафе-ресторансене çынсене вакцинациленнине ĕнентерекен QR-кодпа кăна кĕртесси çинчен пĕлтернĕ. Кинона е театра билет маларах туяннă çын сертификатсăр зала кĕреймĕ. Маскăсăр билетпа та тивĕçтермеççĕ.

Хăш-пĕр муниципалитета сăмах тивнĕ. Патăрьел, Комсомольски районĕсенче, Улатăрта чирлекенсен йышĕ уйрăмах пысăк. Олег Николаев районсен администрацийĕсен ертÿçисене чиртен сыхланас ĕçе вăйлатмалли пирки асăрхаттарнă.

Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа общество транспортне маска тăхăнман çынсене кĕртмеççĕ. Водителĕн йĕркене пăхăнман пассажирсене салонран кăларса яма ирĕк пур. Йĕрке лавккари пекех — маскăсăр билет туянаймăн. Общество вырăнĕнче харпăр хÿтĕлев хатĕрĕсĕр çÿрекенсене явап тыттарĕç. Ахаль çынсене куншăн 1—30 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме пултараççĕ.

Поделиться:
Распечатать