1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 18 Апрель 2024 г.
22 октября 2021 г. 16:43

«Пушкин карттипе» меллĕ

«Пушкин картти» программа старт илнĕ çĕршывра. Ăна РФ Президенчĕ Владимир Путинăн пуçарăвĕпе çамрăксене культура учрежденийĕсене çÿреме майсем туса парас тĕллевпе ĕçе кĕртнĕ.

Пушкин карттипе çĕршыври 1500 ытла культура учрежденине çитсе курма май пур. Çамрăксем Раççей тăрăх çулçÿреве тухса кирек хăш хулари музее, театра, культурăн ытти учрежденине кĕрсе курма пултараççĕ. Сăмахран, каникул вăхăтĕнче чăваш ачисене çĕршывăн тĕп хулинчи Третьяков галерейи тата Пысăк театр, Питĕрти Эрмитаж тата Мариинка театрĕ хапăл туса йышăнĕç.

Проекта Чăваш енри К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕ, вырăс, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен, пукане театрĕ, Оперăпа балет театрĕ, Сăнав драма театрĕ, Наци, ÿнер музейĕсем, А.Г.Николаевăн Мемориал комплексĕ, Чăваш патшалăх филармонийĕ, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ, Чăваш патшалăх академи симфони капелли, Камерлă театр, «Асамат» культурăпа курав центрĕ, Шупашкар районĕнчи «Бичурин тата хальхи вăхăт» музей хутшăнаççĕ.

«Пушкин картти» — çамрăксем валли хатĕрленĕ ятарлă банк картти. Ăна 14—22 çулсенчи ачасемпе граждансене параççĕ. 2021 çулта картта балансĕ çинче — 3 пин тенкĕ, 2022 çулта 5 пин тенкĕ пулĕ. Укçана культура мероприятийĕсемшĕн кăна тăкаклама юрать. Карттăпа музейра, театрта, концерт залĕсенче, филармонире, çак проекта хутшăнакан ытти культура учрежденийĕсенче билет туяннă чухне ятарлă терминал («шурă терминал») урлă тÿлемелле.

Программăна пурĕ 800 федераллă, регионти тата культурăн уйрăм çын учрежденийĕсем хутшăнаççĕ. Çак шутран Чăваш Республикинчи 12 культура учрежденийĕ, патшалăхăн ултă театрĕ, 3 концерт учрежденийĕ, 3 музей. «Пушкин картти» программăна хутшăнакан учрежденисен йышĕ ÿссех пырĕ. Ку программăна килĕшÿллĕн спектакльсемпе, концертсемпе, куравсемпе интерактивлă мероприятисемпе паллашма пулать.

Тăвай енре пурăнакан 41 çамрăк «Пушкин картти» илнĕ, ăна ытларах электронлă майпа йĕркеленĕ вĕсем.

Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Тăрмăшри культура çуртĕнче Çеçпĕл ячĕллĕ çамрăксен театрĕн коллективĕ Д.Фонвизин çырнă «Недоросоль» пьеси тăрăх хатĕрленĕ спектакльпе паллаштарать. Çамрăксем унта «Пушкин карттипе» кĕрсе курма пултараççĕ.

Поделиться:
Распечатать