1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 24 Апрель 2024 г.
7 октября 2021 г. 18:16

Ĕç паттăрлăхĕн тĕслĕхĕ

Эпĕ Çĕмĕрле хулинче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш номерлĕ вăтам шкулта физика учителĕ пулса ĕçлетĕп. Эсир, ахăртнех, физика учителĕ мĕншĕн Хусанпа Сăр хÿтĕлев чиккисем çинчен статья çырать тесе ыйту пама пултаратăр? Ку ыйту мана та шухăшлаттарнă, çавăнпа эпĕ ун çине хуравлама тата сирĕн иккĕленÿсене сирсе яма тăрăшăп.

Пĕтĕмпех çакă эпĕ Ленинград облаçĕнчи Гатчина хулинче пулса иртнĕ çамрăк педагогсен Пĕтĕм Раççейри форумĕнче шкул ачисене патриотла воспитани парасси çинчен сăмах пуçарнинчен пуçланчĕ. Эпĕ унта Аслă Отечествăлла вăрçă вăхăтĕнче хальхи Чăваш Республикин территорийĕнче 1941 тата 1942 çулсенче Хусан тата Сăр хÿтĕлев чиккисене туни çинчен каласа кăтартма тема сĕнтĕм.

Манăн тĕллев — итлекенсем патне совет халăх тăшмана çапса аркатас, ирĕклĕхшĕн, пăхăнманлăхшăн тата хăйĕн çĕрне юта ярса илтерес марришĕн Çĕнтерÿ тумашкăн хăйĕн пурнăçне шеллеменнине, патриотлăх туйăмне çитересси пулнă. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, Аслă Отечествăлла вăрçă историйĕпе питĕ нумай тĕпчев ĕçĕсем тунă, анчах йышăнмалла, тĕпчевçĕсем ытларах чухне тулли кăмăлпа салтаксен çапăçури паттăрлăхĕ çинчен çырса кăтартаççĕ, çав вăхăтрах Аслă Çĕнтерĕве хăйсен кулленхи хастар ĕçĕпе çывхартнă ахаль тыл ĕçченĕсем çинчен сахал аса илеççĕ.

1941 çулхи кĕркунне, тăшман Мускав çывăхĕнче чухне, СССР ертÿлĕхĕ стратегиллĕ йышăну тунă: енчен те нимĕçсем пирĕн çĕршыв варринелле талпăнаççĕ пулсан, вĕсене унта юханшывсен хĕррипе тăвакансен хÿтĕлев чиккисем ура хума тивĕç. Çак тĕллевпе тунă та Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене. Вĕсем Гилер çарĕсене Хусан, Куйбышев, Ульяновск патнелле пынă çĕрте тытса чармалла пулнă.

Сăр оборона чиккине Мари, Чăваш, Мордови республикисен, Чулхула, Пенза, Саратов тата Ульяновск облаçĕсен территорийĕсенчи Сăр, Уза, Няньга, Чардым юханшывĕсен сылтăм çыранĕсемпе тунă. 6 çарпа çапăçу сооруженийĕ йĕркеленĕ: тăваттăшĕ Сăр строительство чиккипе — центрĕсем Етĕрне, Çĕмĕрле, Пăрачкав, Улатăр тата иккĕшĕ Хусан тăрăхĕпе — Октябрьски тата Тăвай ялĕсенче.

Физика учителĕ мĕншĕн Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисем пирки сăмах пуçарнине те хуравлатăп. Истори тата географи тĕлĕшĕнчен те эпĕ Тăвай районĕнче, Тăрмăш ялĕнче çуралнă. Ку вăл Хусан хÿтĕлев чиккипе юнашар, ĕçлеме вара Сăр оборона чикки çывăхĕнчи Çĕмĕрле хулинче ĕçлетĕп. Çак истори пĕлтерĕшлĕ чăнлăха тарăннăн ăнланса илтĕм те, ку пулăм тĕлĕшпе тимсĕр юлма пултараймарăм. Мĕншĕн тесен истори чăнлăхĕ ăруран ăрăва куçса пыма тивĕç. Вăл сăрă ăшне чиксе кăларнă губкăн хут çинчи йĕрĕ пекех. Хутне улăштарсах тăрсан, губка йĕрри те тĕксĕмленет. Историпе те çавăн пекех. Пирĕн те асаттесемпе асаннесенчен, пурнăçран илнĕ историе ăруран ăрăва çитермелле, хăй хальлĕн упраса хăвармалла, шупкалама, тĕксĕмленме памалла мар. Хальхипе çитес ăрусене мĕнле воспитани паратпăр, çавăн пек ăрупа пурăнма тивет пирĕн. Çавăнпа пуласлăх пирĕнтен нумай килет.

Эпĕ Çĕмĕрле хулинчи 1-мĕш номерлĕ вăтам шкулта вĕренекенсене Сăр хÿтĕлев чикки çинчен нумай каласа паратăп. Пирĕн ку проектпа нумай ĕç. Вĕренекенсем тăрăшсах хутшăнаççĕ историллĕ материалсене пухса йĕркелеме. Çапла майпа историе аталантараççĕ, хăйсем пĕлнисĕр пуçне, çитес ăрусемшĕн те тăрăшаççĕ. Манăн тăван Тăрмăш ялĕнчи вăтам шкулта Хусан оборона чикки пирки тĕрлĕ паха ĕçсемпе статьясем нумай. Вĕренекенсем те, ыттисем те вĕсемпе кирек хăçан та паллашма, шкул сайтне кĕме пултараççĕ. Сăмахран, ялти шкулта ачасене вĕрентнĕ Елена Николаевна Матросован амăшĕ Мария Емельяновна Соловьевапа унăн аппăшĕ Ольга Емельяновна Алексеева Пуянкасси еннелле окоп чавма хутшăннă. Тепĕр педагогика ĕçĕн ветеранĕн, Лачкассинче пурăнакан Лидия Николаевна Чернован амăшĕ Екатерина Яковлевна Васильева (Масленникова) хÿтĕлев чиккисем тунă çĕрте ырă тĕслĕх кăтартнă. Кун пек тĕслĕхсене татах илсе кăтартма пулать.

380 километра тăсăлнă окопсемпе çĕрпÿртсем. Ачасемпе ватă çынсем, хĕрарăмсем 40 градус ытла сивĕре те ĕçленĕ. Хÿтĕлев чиккисене тунă çĕрте куллен вăтамран 85 пин çын вăй хунă, уйрăм тапхăрсенче ĕçлекенсен йышĕ 110 пин таран çынна та çитнĕ. Телее, ку чикĕсемпе усă курма тÿр килмен, анчах вĕсене ватă çынсемпе хĕрарăмсем тата ачасем ниме пăхмасăр сивĕре те чухăнлăхра тунă, паттăрлăх кăтартнă, йĕр хăварнă, Тăван çĕршывшăн, Аслă Çĕнтерÿшĕн хăйсене те шеллемен.

Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисем — чăваш халăхĕн ĕç паттăрлăхĕн тĕслĕхĕ.

Валентин АФАНАСЬЕВ, Çĕмĕрле хулинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш номерлĕ вăтам шкулти физика учителĕ.

Поделиться:
Распечатать