1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
7 октября 2021 г. 18:35

Прививка пирки ан манăр

Тăвай енре те коронавирус енĕпе лару-тăру йывăрлансах пырать.

Хăрушă инфекци çулне прививка тутарни çеç чарма пултарнине ан манăр. Çакна шута илĕр пурте.

Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне 3371 çын вакцинациленнĕ, унăн тулли курсне 3150 çын вĕçленĕ.

«Пандеми пуçланнăранпа чирлисен хисепĕ 724 çынна çитнĕ. Иртнĕ эрнерипе танлаштарсан, ку кăтарту 38 çын нумайрах. Хальхи вăхăтра стационарсенче 18 çын, амбулатори мелĕпе 39 çын сипленет, 102 çын ревакцинаци тутарнă»,— пĕлтерчĕç Тăвайри тĕп больницăран.

Ял тăрăхĕсенче ăнлантару ĕçне лайăх йĕркелеменнипе мобильлĕ бригадăн çирĕплетнĕ графикĕ улшăнать тепĕр чухне.

Хальхи вăхăтра Тăвайри тĕп больницăра вакцина çителĕклĕ. Халĕ, грипп хăвăрт сарăлас хăрушлăх пысăк чух, ку чиртен сыхланса прививка тутармаллах.

Поделиться:
Распечатать