1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
10 декабря 2021 г. 20:24

Сыхлăх мерисене пăхăнмалла

Коронавирус тĕлĕшĕнчи лару-тăру çав-çавах çивĕч районта. Иртнĕ эрнере чирленĕ 13 тĕслĕх шута илнĕ. Ытларахăшĕ амбулатори мелĕпе килĕ-сенче сипленеççĕ. Чирлисемпе хутшăнура пулнисем 30-ăн карантинра халĕ. Аслăрах ÿсĕмрисем ытларах чирленĕ пулсан, халĕ çамрăксемпе ачасене те асаплантарать коронавирус инфекцийĕ.

Çавна май темиçе класа дистанци мелĕпе вĕренесси çине куçарнăччĕ иртнĕ эрнесенче. Çулталăка çитеймен пепке те пур чирлекенсен шутĕнче. Çĕршывра 12—17 çулсенчи ачасене те прививка тума тытăнасшăн.

Вакцинациленни — чиртен хÿтĕленмелли тĕп мел. Республика шайĕпе илсен ку тĕлĕшпе районăн кăтартăвĕ, ытти муниципалитетсемпе танлаштарсан, чи пĕчĕкки тесен те йăнăш пулмĕ. Октябрьпе ноябрьте вилекенсем ытларах пулнă (13; 11). Прививка туманнисем чире еплерех йывăррăн ирттернине «хĕрлĕ зонăна» кĕртсе кăтартасчĕ. Кăмăлĕсем пулсан, вакцинациленессине хирĕççисем валли «хĕрлĕ зонăра» пулса курма та пулăшĕç. Мĕнле асапланнине курсан хăйсемех тĕрĕс утăм тăвасса шанас килет. Урăхла мĕнле каласа ăнлантармалла? Прививка тутаракансем нумайăн пулсан, чир те анлăн сарăлаймасть.

Ĕнерхи кун тĕлне районта 5555 çын вакцинăн пĕрремĕш компоненчĕпе укол тутарнă, 4822 çын тулли курсне вĕçленĕ. 424 çын ревакцинаци тутарнă. Район больницинче вакцинăсем çителĕклĕ.

Мобильлĕ ушкăнсен ырă ĕçне палăртас килет. Вĕсем вырăна тухса вакцинаци тăвассине ятарлă графикпе йĕркелесе пыраççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ çывхаракан уяв кунĕсенче канăва йĕркелессипе тата сыхлăха пăхăнассипе çыхăннă мерăсене çĕнĕ Указра палăртнă.

Акă, Çĕнĕ çул уявне садиксемпе шкулсенче уйрăм пÿлĕмсемпе классенче çеç ирттерĕç. Уявсем халичченхи пек шавлă пулмĕç.

Поделиться:
Распечатать