1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
30 декабря 2021 г. 13:11

«Ĕмĕтсен елки» савăнăç кÿнĕ

Чăваш Ен Пĕтĕм Раççейри «Ĕмĕтсен елки» ыр кăмăллăх акцие хутшăнать. Çак акцие, Раççей Президенчĕн пуçарăвĕпе 3 çул каялла старт илнĕскере, районта 2-мĕш хут йĕркелеççĕ.

Иртнĕ эрнере Тăвай районĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем «Ĕмĕтсен елки» акцие хутшăнчĕç. Вĕсем ачасен Хĕл Мучирен парне ыйтса Çĕнĕ çул чăрăшĕ çине çакнă çырăвĕсене уçрĕç. Çăлпуçĕнчи вунă çулхи Юлия Васильева Елена Семеновна Емельянова парнине – синтезатор (сăн ÿкерчĕксенче), Тĕмерти 7 çулхи София Кузнецова Ирина Ивановна Краснова парнине – кухньăн чашăк-тирĕксен пуххине тивĕçрĕç.

Ачасене саламлама Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Иванов та хутшăннă. Вĕсен савнăçне Хĕл Мучипе Юр Пике те пайланă.

Ачасен ĕмĕчĕсене районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем малалла пурнăçлаççĕ. Борис Левкеевич Алексеев Кивĕ Пуянкассинчи Нелли Гурьевана квадрокоптер парнеленĕ. Владислав Николаевич Обаськинпа Татьяна Витальевна Обаськина Володя Сорокина — футбол мечĕкĕ, Инна Иванована энциклопеди илсе панă.

«Çĕнĕ çул — чи хаклă ĕмĕтсене пурнăçламалли вăхăт. Асăннă уяв умĕнхи кунсем асамлăхпа, тĕлĕнмелле ĕçсемпе çыхăннă. Эпир çак тапхăрта ачасен кăмăл-туйăмне çĕклеме тăрăшатпăр, вĕсем пурнăçри юмаха ĕненме ан пăрахчăр»,— тенĕ Владислав Николаевич.

Ашшĕ-амăшĕ ачисене пысăк тимлĕх уйăрнăшăн ертÿçĕсемпе депутатсене пысăк тав сăмахĕ каланă.

Поделиться:
Распечатать