1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
15 февраля 2021 г. 14:48

Тăрăшуллă воспитательница

Надежда Григорьевна Ершова Тăрмăшри шкулчченхи учрежденире 35 çул ĕçлет, çав шутра коллектива чылайранпа ертсе пырать. Пĕтĕм чун хавалне парать пĕчĕк çынсене садикре яланах лайăх пултăр тесе, ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăну тытса тăрăшать ертÿçĕ.

Нÿшкасси ялĕнче кун çути курнă вăл, Элпуçĕнчи вăтам шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕ. Аттестат панă хыççăн вĕрентекен пулма ĕмĕтленекенскер Канашри педагогика училищине çул тытнă, «воспитательница» специальноçне алла илнĕ.

Анатолий Геннадьевичпа пĕрлешсе икĕ ывăл çитĕн-тернĕ, мăнук çитĕнет халь Ершовсен. Мускаври экономикăпа гуманитари институтĕнче куçăмсăр майпа вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ кил хуçи арăмĕ.

Тĕрлĕ наградăсене тивĕçлĕ пулнă тăрăшуллă воспитательница. Çак кунсенче вара воспитани ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн Тăрмăшри шкулчченхи учреждени заведующине Надежда Григорьевна Ершована район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов Хисеп грамоти парса чысланă (сăн ÿкерчĕкре).

-Шкулчченхи учрежденире ĕçлесси - чи сумлă ĕçсенчен пĕри. Çитĕнекен ăрăва лайăх воспитани пама ырă чун-чĕреллисем кăна пултараççĕ,-тенĕ райадминистраци пуçлăхĕ.

Поделиться:
Распечатать