1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 24 Апрель 2024 г.
19 февраля 2021 г. 9:09

Ветерансемпе тĕл пулнă

Шăматкун район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов оборонăпа массăллă ĕçсен уйăхлăхĕнче йĕркеленĕ тепĕр мероприятие хутшăннă. Вăл çар ветеранĕсемпе тĕл пулнă. Пирĕн пата Раççей Геройĕ Евгений Германович Борисов, Юрий Иванович Григорьев тата Вячеслав Николаевич Чеботарев килнĕ.

Çавра сĕтел хушшинче вĕсем çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парассине, Сăрпа Хусан таврашĕнчи хÿтĕлев сооруженийĕсене тунисен паттăрлăхне сÿтсе явнă.

Владимир Борисович сумлă хăнасене районти проектсене пурнăçа кĕртмелли плансемпе паллаштарнă, ветерансене çирĕп сывлăх суннă, асăнмалăх парне панă.

Поделиться:
Распечатать