1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
12 марта 2021 г. 6:24

Хăюллисенчен пĕри

Нимĕç фашисчĕсен тамăкĕнчен халăхсене хăтарнă вăрçă ветеранĕсем çуллен сахаллансах пыраççĕ. Районта, акă, пурăнаканнисем те тăваттăн кăна. Пирĕн тĕп тивĕç вара - паттăрсен шăпине ытларахăшĕ пĕлтĕрччĕ тесе тăрăшасси.

Егор Семенович Семенов (19.041906-23.05.1992 ç.ç.) - Сăхăтпуç ялĕнчен. Ывăлĕ Николай каласа кăтартнисене вулакан умне уççăнрах кăларас терĕм.

Вăл мĕн ачаран ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ, платниксен бригадирне çитнĕ. 1928-1930 çулсенче Туркестанра тусем çинче çапăçакан полкра службăра тăнă. Вăйпитти арçынна 1942 çулта нимĕçсене хирĕç çапăçма фронта илсе кайнă. Нушаллă кунсем пуçланнă Якуршăн. Ăна та, минометчике, кашни çапăçура вилĕм кĕтнĕ. Пĕррехинче çăмăл аманать. Апла пулин те юлташĕсенчен юлман вăл. Анчах Украина фронтĕнче нимĕç минин йÿплĕ ванчăкĕ çурăмран кĕрсе хырăм тирĕнчен çакланса юлать. Кироври госпитале лексен операци тăвакансен пыршăсене самай кĕскетме тивнĕ. Çур çултан тинех тухать унтан Егор Семенович. Мускав, Великие Луки, Невель, Бухарест таран çапăçма тивнĕ ăна. Сăхăтпуç паттăрне «Хăюлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн» медальсем, «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕшĕн» орден панă. Пурĕ вунă ытла награда унăн. Астăватăп, ял-йышпа калаçнă май, вăл çапла хăюллă çын пулнине сисеймен те, ялан шÿтлетчĕ, пулăшма хавасчĕ. Суранĕсем ыратнине çывăх тăванĕсене те шарламан вăл.

Ырă сăнарĕ умра тăрать, лайăххипе ăна аса илетпĕр.

Поделиться:
Распечатать