1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
12 марта 2021 г. 6:15

Йытă çĕлĕкĕ

Вун-вун çул каялла пулса иртнĕ ку мыскарана мана хăй вăхăтĕнче хуçалăхпа строительство таварĕсемпе тивĕçтерекенте ĕçленĕ Çитăр Петрович каласа кăтартрĕ. Вăл вăхăтра укçа-тенкĕ пулсан та хăвна кирлĕ нумай япалана тупса илме май килмен, дефицит шутланнă вĕсем е, урăхла каласан, çителĕксĕр пулнă. Анчах çав япаласемех камшăн пур, камшăн çук иккен. Çитăр Петровичшăн пулнă вĕсем. Мĕншĕн тесен дефицитлă таварсем ун алли витĕр тухнă. Вĕсем хăйĕнпе çулланчăк çынсене ырă тума та çитнĕ. Çавăнпа автомашинăпа çула тухмашкăн та бензинран татăк тăман вăл. Унпа хăйне çеç мар, çÿлти пуçлăхсене те, дефицитлă япаласен хуçисене, тивĕçтернĕ. «Пире манмасан эпир те парăмра юлмăпăр»,-тенĕ лешсем Çитăр Петровича ыттисем илтмелле мар пăшăлтатса. Тепĕр тесен Çитăр Петрович хăй те алла ал çутарнипе бензинран татăк мар-çке. Пĕррехинче, тÿртен хулана кайма тухсан, кÿршĕ районти бензозаправка майри çутă кулăпа ăшшăн елпĕрсе чунне çемçетнĕччĕ унăнне, бензинне те шеллеменччĕ. Çитăр Петрович та чăтса тăрайманччĕ: «Мĕн те пулса кирлĕ пулсан систерĕр унта»,-тенĕччĕ çулланчăклăн. Лешĕ тÿрех пĕрле кофе ĕçме сĕннĕччĕ. «Кирлĕ пулмасăр, ялти килхуçалăх валли паян тесен паян цинкланă сетка кирлĕ»,-малтанхинчен те çутăрах кулăпа йăлкăшнăччĕ пике.

Çапла пĕр чĕлхе тупнă вĕсем, туслашсах кайнă. Дефицит пулсан та, Çитăр Петрович сумлă заказа сумккăра вăрах вырттарман. «Ăçта пушатăпăр?»- кĕçех тулли машинăпа пырса çитнĕ вăл автозаправка станцийĕн территорине. Лешĕ, автозаправка майри, ăна кĕтсех тăнă тейĕн: «Яла илсе каятпăр, унта пушататпăр, вунă çухрăм кăна каймалла»,-Çитăр Петрович çăвар уçма ĕлкĕриччен çатăртатса ĕлкĕрнĕ чиперкке.

Каланă - тунă. Лăш-лаш водитель, тăнкăр-танкăр çула пăхмасăр, часах çитернĕ çитес çĕре, вăш-ваш пушатнă дефицит тавара. Пурте савăннă, чиперккен ашшĕ пушшех ăшталанса ÿкнĕ.

-Чей ĕçмесĕр ниçта та çула тухмастăр,-пат татса каланă вăл тахçантанпа ĕмĕтленнĕ таваршăн ачалла хĕпĕртесе.

Пÿрте ярса пуссан килти çĕвĕ «цехне» кĕрсе курма сĕннĕ кил хуçи. Куçа тÿрех калăп çине тăхăнтарнă ятуллă çĕлĕксем, çĕвĕ машинисем курăннă.

-Пурин те пурăнмалла вĕт, эпир те акă çĕлĕксем çĕлесе тĕп хулана ăсататпăр,-вăрттăнлăхне уçса панă ашшĕ.-Шел, çĕвĕ машинисем ванкаларĕç-ха. Вĕсемсĕр алă-урасăр пекех халь.

-Çиччас пăхатпăр, мĕн килĕшмест вĕсене,-хăй те сисмесĕр çанăсене тавăрнă Çитăр Петрович, çамрăк чухне хăй çĕвĕ машинисем юсама вĕреннине, кайранхи çулсенче сахал мар машинăна «тăна» кĕртнине куç умне кăларса.

-Ан тĕлĕнтерĕр, ку ĕçе те пултаратăр-и?-хыпăнса ÿкнĕ кил хуçи.

-Инструментсем алă айĕнчех акă...

-Вăт, хатĕр те,-тенĕ тепĕртакран Çитăр Петрович, кăштах машин çăвĕпе вараланнă аллисене урлă-пирлĕ сăтăркаласа, кил хуçине хавхалантарса куçран тинкернĕ.

-Ай туруях, мĕнпе тав тăвам-ши куншăн,-ăшталанса ÿкнĕ кил хуçи. Юнашарах, хĕрĕ те, автозаправка майри, çутă кулăпа çиçнĕ. «Мĕн чухлĕ тупăш çухатрăмăр машинăсем сас паманнипе»,-таçтан кĕтесрен курăннă кил хуçи мăшăрĕ те.

Кил хуçи хăй пĕр минутлăха шухăша путнăн шăпăрт тăнă, унтан Çитăр Петрович пуçĕ çине çĕнĕ çĕлĕк, килте çĕленине, тăхăнтартса лартнă. Çĕнни - çĕнех, сăн-пичĕ ирхи кун пек çуталса кайнă лешĕн.

-Вăт ку япала,-ним калама аптăранă енне мăкăртатнă Çитăр Петрович.

Хытса тăман, водителе те тепĕр çĕлĕк парнеленĕ çĕвĕ машинисем кăлтăртатса ĕçлесе кайнăшăн çатма çинчи сар çу пекех ирĕлнĕ кил хуçи.

Çитăр Петрович килне чиперех çитнĕ, çĕнĕ çĕлĕкне арăмне кăтартма васкаса пÿрте кĕнĕ. Алăка уçса ярсанах урай варринче ларакан сăркка кушакĕ пĕкĕрĕлсе шăртне тăратнă, хаяррăн мăр-р та мăр-р тунă. Ун патне çывхарнăçемĕн лешĕ пушшех хытăрах мăрлатнă, унтан таçти хăямата кайса çухалнă. Тепĕр кунне çакăн тупсăмне пĕлеймесĕрех ĕçе тухса утнă Çитăр Петрович. Водителĕн кушакĕ те алăка уçнă-уçман пÿртрен çапăнса тухса кайнă иккен. Леш заправка майри каласан çеç тăна кĕнĕ Çитăр Петровичпа унăн водителĕ, вĕсене ашшĕ тав туса парнелени йытă çĕлĕкĕ пулнă иккен. Ахальтен каламаççĕ çав харкашакансем пирки «йытăпа кушак пек пурăнаççĕ» тесе. Тинех çитнĕ çак каларăш Çитăр Петрович ăсне.

Поделиться:
Распечатать