1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
22 марта 2021 г. 11:15

Шанчăклă пулччăр тесе

Йывăр пулчĕ кăçалхи хĕл, юр çине юр çурĕ, çине-çине çил-тăман алхасрĕ, тултарман вырăн хăвармарĕ. Çулсене пăхса тăракансем уйрăмах канăç курмарĕç хĕл каçа: хĕвсе лартнă кĕртсемпе кĕрешрĕç, çулсене юртан тасатрĕç, хăйăрпа тăвар хутăшĕ сапрĕç, пăрлаклă вырăнсене ирĕлме пулăшрĕç тата ытти те. Ĕçсен калăпăшĕ нумай хут ÿснĕ пулсан та, Тăвайран Канаш, Чутей тата Вăрмар еннелле тăсăлакан трассăсем, тĕпрен илсен, таса пулчĕç, çул хĕл каçа та татăлмарĕ. Асăннă трассăсене А.В.Васильев ИПн «СтройТек» обществăн хастарĕсем пăхса-тасатса тăчĕç, çулсем шанчăклă пулччăр тесе тăрăшрĕç.

Поделиться:
Распечатать