1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 28 Март 2024 г.
26 марта 2021 г. 10:17

Маттуррисенчен пĕри

«Культура» наци проектне пурнăçласа иртнĕ çул Тăвай енре чылай курăмлă ĕçсем тунă. Тĕрлĕ ăсталăх ĕçĕ-хĕлĕнче палăрнă районти культура ĕçченĕсем. Пандемие пула чылайăшне онлайн мелĕпе хутшăнса малти вырăнсене йышăннă. Ытти регионсенчи ентешлĕхсемпе çыхăнусем çирĕпленсе пынинче те вĕсен тÿпи пысăк. Хальхи вăхăтра культура учрежденийĕсенче 30 çын ытла тăрăшать. Вĕсенчен пĕри - Эльза Николаева 10 çула яхăн ĕнтĕ Йăнтăрчăри культура çурчĕн заведующийĕнче вăй хурать. Ялти культура пурнăçне лайăхлатасси, ырă йăла-йĕркесене упрасси, малалла аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрать вăл. Ялта пурăнакансем вăхăта усăллă ирттерччĕр тесе культура тытăмĕн майĕсемпе туллин усă курать.

Эльза Ивановна хăй те тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе республикăри конкурссенче палăрнă. Ал ĕçне ăстаскер, кăмăл пуррисене пĕр ушкăна пухса вĕсене вĕрентессине йĕркелет. Тăрăшуллă ĕçшĕн Эльза Николаева район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Хастар культура ĕçченне Э.И.Николаевана Чăваш Ен культура министрĕ С.А.Каликова та, районта ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май, саламланă (сăн ÿкерчĕкре).

Поделиться:
Распечатать