1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
26 марта 2021 г. 10:07

Тăван халăхăмăрăн тылри паттăрлăхĕ

Кашни çын çĕр çине çут тĕнчепе киленсе пурăнма çуралать, çутă малашлăха ăнтăлать, çĕр-аннемĕре хисеплесе мирлĕ ĕçпе çĕнĕ кунăн илемне савать. Пирĕн мăн кукаçи-кукамайсем те, мăн асаттесемпе асаннесем те çутă ĕмĕтсемпе пурăннă.

Анчах вăрçă... 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ пирĕн çĕршыв историйĕнче яланлăхах хурлăхлă кун пулса юлчĕ. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех ыттисемпе пĕрле чăваш ывăлĕ-хĕрĕ те Тăван çĕршыва хÿтĕлеме кар тăнă.

Пирĕн республикăран çак хаяр вăрçа 160 пин çын хутшăннă. «Вăрçă асаппа инкек акать»,-тенĕ ваттисем. Кирек мĕнле вăрçă та куççульсĕр, çухатусăр пулмасть. Тăрмăш ялĕнчен вара вăрçă хирне 464 çын тухса кайнă, 229-шĕ таврăнайман.

Яла юлнă хĕрарăмсемпе ватăсем тата çул çитмен ачасем те çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăй-халне шеллемен. Халăх хуçалăхне кĕске хушăрах вăрçă вăхăтĕнчи пек ĕçлеме хатĕрлесе çитермелле, фронта кирлĕ таран çар техники, хĕç-пăшал, апат-çимĕç памалла пулнă. Станок умне ачасем тăнă. Хĕрарăмсем фронта кайнă арçынсем вырăнне ĕçлеме тытăннă. «Ĕçре çапăçури пек!»-текен лозунга асра тытса ĕçленĕ пурте.

Чăваш ялĕнче ĕç çыннисем чăннипех те хастарлăхпа паттăрлăх кăтартнă: тул çутăличчен ĕçе тытăннă та сĕм тĕттĕм пулсан тин килĕсене таврăннă, час-часах çĕрле те ĕçленĕ. 13-15 çулхи ачасем çĕрле йĕтем çинче молотилкăпа авăн çапнă. Хамăр ялти тыл ветеранĕ К.П.Иванов каласа панинчен: «Эпир çапнă тырра та хамăрах çич-сакăр лавпа Канаша ăсататтăмăр. Виç-тăватă пăтлă михĕ-

сене мекеçленсе аран-аран пушататтăмăр. Киле çитсе кăшт кансан, каллех йĕтем çине. Çимелли нимех те пулман, анчах тырра вăхăтра çапса пĕтермеллине пĕлнĕ, хĕрарăмсен ĕçне мĕн чухлĕ те пулин çăмăллатмалла пулнă».

Ирсĕр тăшман малаллах талпăннă, Мускав патне çывхарнă. Нимĕç фашисчĕсем Тăван çĕршывăмăрăн тĕп хулине пăхăнтарма, Атăл тăрăх Астраханьрен Хусана çити, унтан Çурçĕрелле, Котлас тата Архангельса çитме палăртнă. Çак лини Чăваш Республики урлă выртмалла пулнă. Совет çыннине ыран мĕн кĕтнине никам та пĕлмен. Çавăнпа та 1941 çулхи октябрĕн 13-мĕшĕнче Хÿтĕлев комиссийĕн патшалăх комитечĕ Сăр тата Хусан хÿтĕлев рубежĕсем тăвас тесе йышăннă. Тĕп тĕллев - Хусанта вырнаçнă Тăван çĕршывшăн чи пĕлтерĕшлĕ промышленность объекчĕсене хÿтĕлесе тăшман çулне пÿлесси.

Çак хÿтĕлев сооруженийĕсене тунă çĕрте Тăрмăш ялĕнчи вăй питти хĕрарăмсемпе хĕрсем те ĕçленĕ. Вĕсенчен пĕри - Александра Григорьевна Максимова, ялти пек каласан, Санюк аппа. Вăл 2020 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче 95 çул тултарса 96 çула кайрĕ. Вăрçă пуçланнă çул çамрăк хĕр 16 çулта пулнă, 7 класс пĕтернĕ.

«Манăн атте колхозра конюх пулса ĕçлетчĕ. Вăл пĕрремĕш тĕнче вăрçинче аманса таврăннă, çавна пула ăна фронта илмен. Эпĕ лашасене питĕ юрататтăм, çавăнпа та кашни кунах аттене пулăшма каяттăм. Акă аттене Йăнтăрчă çывăхне окоп чавнă çĕре илсе кайрĕç. Эпир юлташпа иксĕмĕр лашасене пăхма юлтăмăр. Анчах та атте часах чирлесе каялла таврăнчĕ. Ун вырăнне вара мана илсе кайрĕç. Çанталăк питĕ сивĕ, пÿрт пĕренисем шартлатса çурăлни илтĕнетчĕ»,-тет Санюк аппа. Шăннă çĕре чавма питĕ йывăрччĕ, шăн тарăна кайнă. Пуртăпа, лумпа, калунпа ĕçленĕ. Хăш-пĕрисем пуртă тăррине лум çыпăçтарса хунă хатĕрпе ĕçлетчĕç. Çĕрĕн çиелти сийĕ кăшт ăшăнтăр тесе кăвайт чĕртсе ăшăтатчĕç те чавма çăмăлтарахчĕ. Чавнă çĕрте йывăçсем пурччĕ, çавсене касса çунтараттăмăр. Мĕнле чавмаллине кăтартсах çÿретчĕç. Чавсан-чавсан тăваткал туса хăвармаллаччĕ, йăнăш чавма юраман. Кашни çынна виçсе паратчĕç, çавна пĕтермесĕр кайман. Питĕ йывăр пулсан та тăшмана чармалла тесе ĕçленĕ, мĕншĕн тесен тăшман çакăнтан иртсе каять тесе ăнлантаратчĕç. Çавăнпа та эпир хамăр мĕншĕн ĕçленине пĕлнĕ. «Тек ĕçлейместĕп, пултараймастăп, тесе каланине никам та илтмен»,-тет Санюк аппа йывăр кунсене аса илсе.

Окоп чавас ĕç пĕр канмалли кунсăр пулнă. Сывлăш температури 40 градусран аяларах та ĕçлеме чарăнман. Марье юлташĕпе пĕрле пĕр-пĕрне пулăшса ĕçленĕ. Вăл унран пĕр çул аслăрах пулнă. Ирхине тухса кайнă та, каç пулсан çеç таврăннă хваттере. Кунĕпе пĕр канăç та курман.

«Кăнтăрла апат çитеретчĕç. Кĕрпе яшки çеç пулсан та питĕ тутлă тесе çиеттĕмĕр. Килтен парса янă паранкă, кăмакана хывса пĕçернĕскере, илсе каяттăмăр. Вăл шăнса каятчĕ те ăна алса ăшне хурса, хĕве чиксе ăшăтаттăмăр». Тăхăнмалли çукки хăй тепĕр хуйхă пулнă. Амăшĕ ăна çăма вĕри шывра кĕççелентерсе вăрăм чăлха çĕлесе панă (тăла ĕнтĕ вăл). Çăпата çинчен çавна тăхăннă та çыхса хунă, кăштах та пулин ăшă пултăр тенĕ ĕнтĕ. Тĕпне пурпĕрех юр шăнса хытса ларнă, коньки пек пулнă. Пĕр-пĕрин çăпати тĕпне кĕреçепе хырса тасатни çинчен те аса илет ватăскер. Пурăнма вара вĕсене çывăхри Йăнтăрчă ялĕнчи пĕр киле вырнаçтарнă. Çанталăк сиввипе пÿрчĕ ăшă пулман. Кăмака çинче тумтир, кăçатă, çăм тăла таврашĕсем типсе çитеймен. Ирхине ирех çав тумпах ĕçе тухса кайнă. «Çывăрма вара урайне пĕр ытам улăм илсе кĕрсе пăрахаттăмăр та выртса çывăраттăмăр»,-аса илет тыл ĕçченĕ. Шăнса чирлесе кайнисем те пулнă. Марье те чирленĕ. Вăрçă пĕтсен вăл шăмă чирĕпе асапланса вилнĕ иккен. Çапла, тем пек йывăр пулсан та, çĕршывăн Оборона патшалăх комитечĕ кăларса тăратнă указа тыл ĕçченĕсем срокпа палăртнинчен маларах пурнăçланă.

Йĕпреç енче вăрман каснă çĕрте те пулнă çамрăк хĕр. «Кунта вара нушине курмаллипех куртăмăр,-тет вăл куççульне шăлса. -Шартлама сивĕре питĕ шултра юмансене ал пăчкипе икĕ енчен икшерĕн тăрса тататтăмăр, калама çук йывăрччĕ пире çамрăксене. Турă пулăшрĕ пире, вилме памарĕ, çĕр çинче текех нихăçан та вăрçă ан пултăр,-тет ватă кинемей.

Вăрçă вăхăтĕнче тылра паттăрлăх кăтартнă çынсем çинчен эпир Ю.Скворцовăн «Уках хурăнĕ» повеçĕнчен те пĕлетпĕр. Мĕн чухлĕ терт, нуша, йывăрлăх тÿсме тивет хайлаври виçĕ хĕре. Вĕсем кунне-çĕрне пĕлмесĕр çĕнтерĕве хăвăртрах çывхартас тесе колхозра та, окоп чавнă çĕрте те, торф кăларнă çĕрте те, вăрман каснă çĕрте те хăйсен сывлăхне хĕрхенмесĕр ĕçленĕ. Укахви ĕçри паттăрлăхне эпир вăрçă хирĕнчи салтак паттăрлăхĕ-пе танлаштаратпăр. Вăл çĕршыв ирĕкĕшĕн, этем телейĕшĕн çамрăклах пуçне хурать.

Тăрмăш ял историне пăхса тухнă хыççăн вăрçă вăхăтĕнчи ял халăхĕн тылри паттăрлăхне палăртма пултаратпăр. Фронта пулăшас тĕллевпе ĕç çыннисем пуçарнипе ялта патриотла юхăмсем çуралнă. Оборона фондне укçа тата заем облигацийĕсене пуçтарса хывнă, тĕрлĕ апат-çимĕç, тумтир панă. Танк колонни тума 98378 тенкĕ укçа пуçтарнă.

Мĕнех çисе пурăннă-ши вăрçă çулĕсенче ялта? Çăкăра тата мĕн-мĕн хушса пĕçермен-ши? Тăватă пайĕнчен пĕр пайĕ çăнăх, икĕ пайĕ терка витĕр кăларнă чĕрĕ çĕр улми, йĕкел, мăян вăрри те хушнă. Çак çăкăр йÿçĕ пулсан та выçă хырăма лăплантарнă. Пултăран, серте, вĕлтрен яшки пĕçернĕ.

Ырхан лашасемпе вăкăрсемпе çĕре лайăх сухалайман. Çынсем выçăпа, чир-чĕрпе вăхăтсăр вилнĕ. Эмел пулман. Вăрçă хирĕнчен яла çырусем час-часах хурлăхлă хыпар илсе килнĕ. Мĕн чухлĕ куççуль тăкман-ши ял çыннисем фронтра пуçĕсене хунă салтаксемшĕн? Халăх чĕринче çак сурансем яланлăха тарăн йĕр хăварнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Указĕпе 2021 çула республикăра Сăр тата Хусан оборона чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк тесе пĕлтернĕ. Пĕр енчен, эпĕ çакăншăн питĕ савăнатăп, мĕншĕн тесен вăрçă вăхăтĕнчи халăхăн тылри паттăрлăхĕ çинчен эпир ытларах пĕлме пултаратпăр. Тепĕр енчен, ку мана хурлантарать, мĕншĕн тесен вĕсем çинчен уйрăм кĕнеке çырмалла.

Пирĕн районта Тăвай сăрчĕ çинче вăрçă вăхăтĕн-чи шартлама сивĕре хÿтĕлев сооруженийĕсем тăвассипе вăй хунисен тÿсĕмлĕхне халалласа темиçе çул каялла стела тунă. Çулсерен, Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн, пĕрле пухăнса митинг йĕркелеççĕ унта. Йывăр ĕçе тÿснисем çав кунсене куççульсĕр аса илеймеççĕ.

Çапла вара тыл ĕçченĕсем сивĕ окопра тăшман çулне пÿлсе тăракан салтаксемпе пĕрлех паттăрлăх патне, Аслă Çĕнтерÿ патне çул хывнă. Тылпа фронт пĕр тĕллевлĕ пулнăран тăван халăх хаяр та сĕмсĕр тăшмана темĕнле йывăрлăха пăхмасăр çапса аркатрĕ, пин-пин халăха ирĕке кăларчĕ.

Эпир, мирлĕ саманара çуралса ÿснисем, сирĕн умăрта пуç таятпăр. Сирĕн паттăрлăха пысăка хурса хаклатпăр. Пуçра вара çакăн пек сăвă йĕркисем çуралчĕç:

Сăмахăма Чăваш Патшалăх Канашĕн Председателĕ А.Егорова сăмахĕсемпе вĕçлес килет: «Сăр тата Хусан чикки - чăваш историйĕн хурлăхлă, çав хушăрах мăнаçлă страници. Ку - пирĕн республикăри хĕрарăмсен ĕç паттăрлăхне кăтартакан самант. Арçынсем фронтра çапăçнă вăхăтра хĕрарăмсем выçлăха пăхмасăр резерв хÿтĕлевĕсен строительствинче пĕтĕм вăйран тăрăшнă. Пирĕн, 21 ĕмĕрте ÿсекен çамрăксен, çак строительствăна хутшăннисен паттăрлăхĕ пирки пĕлмелле, çав çынсене асра тытмалла.

Поделиться:
Распечатать