1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 28 Март 2024 г.
5 марта 2021 г. 13:10

Пĕрлехи вăйпа - малалла

Виçĕмкун Тăвайра районăн 2020 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ тата 2021 çул валли тĕллевсем палăртнă.

Район администрацийĕн пысăк залĕнче иртнĕ канашлăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци ертÿçи Вячеслав Борисов, ЧР ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Марина Загребаева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, район пуçлăхĕ Александр Шакин, администраци пуçлăхĕ Владимир Михайлов, район прокурорĕ, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем, предприятипе учрежденисен ертÿçисем, вырăнти актив хутшăннă.

Канашлăва район пуçлăхĕ Александр Шакин уçнă, вăлах ертсе пынă. ЧР Пуçлăхĕн Администраци ертÿçи Вячеслав Борисов канашлăва пухăннисене саламланă тата наградăсем панă. Районти пултаруллă 16 çамрăка Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçнине çирĕплетекен свидетельствăсем панă.

Районăн 2020 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн итогĕсем тата 2021 çулхи тĕллевсем çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов доклад тунă.

Пандемипе çыхăннă йывăрлăхсене пăхмасăр, район 2020 çула ăнăçлă вĕçленĕ, экономика малалла аталаннă, пурнăç условийĕсем çĕнелсе пынă. Организацисен çаврăнăш ÿсĕмĕ 2019 çулхипе илсен 104,9, вак суту-илĕвĕн çаврăнăшĕ 105,3 процентпа танлашнă. Çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ: тупăшсем хушăннă. 2020 çулта районăн пĕрлештернĕ бюджетне тупăшсем 495 млн та 193 пин тенкĕ е умĕнхи çулхи çак тапхăртинчен 44 млн та 701 пин тенкĕ нумайрах пырса кĕнĕ. Хăйĕн тупăшĕсем 3 млн та 400 пин тенкĕ ÿснĕ, 73 млн та 482 пин тенкĕпе танлашнă е 1 çын пуçне шутласан 5370 тенке çитнĕ (2019 çулта 4991 тенкĕ пулнă). Пĕрлештернĕ бюджет тăкакĕсем 503 млн та 648 пин тенкĕ пулнă, бюджета дефицитпа вĕçленĕ. Вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен тÿпи ÿссе пырать, 2020 çулта вĕсен продукцийĕн çаврăнăшĕ 608 млн тенкĕпе танлашнă, умĕнхи çулхинчен ÿснĕ.

Ял хуçалăх отраслĕн тухăçлăхĕнчен нумай килет районăн социллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ. 2020 çулта мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче 1 млрд та 314 млн тенкĕлĕх ял хуçалăх продукцийĕ туса илнĕ, производство индексĕ 113,8 процентпа танлашнă. Районта тырă, аш-какай, сĕт туса илесси, выльăхсен продуктивлăхĕ ÿснĕ.

Пур шайри бюджетсенчен пырса кĕнĕ патшалăх пулăшăвĕн калăпăшĕ умĕнхи çулхинчен иртсе 78 млн тенке çитнĕ. Тĕп капитала инвестицисем хывасси 17 процент хушăннă, 2020 çулта пурĕ 203 млн тенкĕ хывнă.

Çулталăк тăршшĕнче 6 коммерци проектне пурнăçа кĕртнĕ, çĕнĕрен 19 ĕç вырăнĕ туса хунă. 112 млн тенкĕлĕх ял хуçалăх техники туяннă.

Нумай ачаллă çемьесен, тăлăхсен тата ытти çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе чылай тимленĕ, хăш-пĕр çулсемпе тротуарсене çĕнетнĕ. 2020 çулта вырăнти пуçарусем пулăшнипе обществăлла инфраструктурăна аталантармашкăн 34 млн та 926 пин тенкĕлĕх 41 проекта пурнăçа кĕртнĕ. 18 башнине тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа кашни яла 100-шер пин тенкĕ пани те ялсен хăтлăхне чылай ÿстернĕ.

2020 çулта çул-йĕр хуçалăхне малалла аталантарнă, «Аниш-Кушкă» автомобиль çулне 2 км та 745 метр, Тăвайри Союзная урамри автоçула 273 м тăршшĕ тĕпрен юсаса çĕнетнĕ тата ытти те.

Вĕренÿ, культура сферисенче, спорт комплексĕнче пысăк юсавсем пурнăçланă. Халăх сывлăхĕшĕн тăрăшса чылай ĕç тунă. 2020 çулта ĕç укçи малалла ÿснĕ, районта пурăнакансен пурнăç тăршшĕ вăтамран 73 çулпа танлашнă.

2021 çулта та пысăк тĕллевсем тăраççĕ. Чи малтанах экономикăн пур отраслĕнче те ку таранччен тунă çитĕнÿсене, производствăпа экономика кăтартăвĕсене çирĕплетсе хăварса шанчăклăн малалла кайса пыма вăй хумалла, вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантармалла, инвестици проекчĕсене çине тăрса пурнăçа кĕртмелле, район пĕлтерĕшлĕ 3,8 км тăршшĕ автоçула юсамалла, нумай хваттерлĕ çуртсен картиш территорийĕсене, хăш-пĕр культура çурчĕсен умĕсене хăтлăх кÿмелле, Тăвайри таса мар шыва тасатакан станцие хута ямалла, Тăвайри культура çурчĕпе краеведени музейне юсаса лайăхлатмалла, икĕ вĕренÿ учрежденине тĕпрен юсамалла, тăватă ФАП, пĕр врач амбулаторийĕ тумалла тата ытти те.

Район активĕ умĕнче çавăн пекех ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Марина Загребаева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин тухса калаçнă, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама ырă суннă.

Канашлу ĕçне ЧР Пуçлăхĕн Администраци ертÿçи Вячеслав Борисов пĕтĕмлетнĕ, халăха патшалăхăн тĕрлĕ енлĕ пулăшăвĕ çинчен тĕплĕнрех ăнлантарса парассине вăйлатма, районти ертÿçĕсене палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртмешкĕн активлăрах хутшăнма чĕнсе каланă, демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе тата ял территорийĕсене комплекслă аталантарассипе çыхăннă хăш-пĕр пĕлтерĕшлĕ енсене палăртнă.

Поделиться:
Распечатать