1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
2 апреля 2021 г. 9:46

Çывăх çыннисен асаилĕвĕсем

Сăрпа Хусан таврашĕнчи хÿтĕлев сооруженийĕсене тунă çĕрте ĕçленĕ паттăрсене аса илсе, вĕсен ячĕсене асра хăварас тесе Кивĕ Пуянкассинчи Г.В.Соловьевпа тата М.Ф.Кондаковапа курса калаçрăм.

Геннадий Васильевичăн икĕ аппăшĕ те - Мария Васильевна (1919 çулхи) тата Анна Васильевна Соловьевасем (1921 çулхи) Тенеялĕнчен Хĕрлĕ Çыр еннелле каякан траншейăна чавнă çĕре хутшăннă. Вĕсем каласа кăтартнă тăрăх, унта Элпуç, Çĕнçырма тата Ураскасси ялĕнчен те пулнă. Тенеялĕнче пĕр çемьере 6-7 çын пурăннă. Киле сайра-хутра çеç, тум ылмаштарма кайса килнĕ. Ĕç хыççăн çурранах тухса утнă, ирпе 8 сехет валли çитмелле пулнă. Вĕсен бригадирĕ вырăс пулнă, Брагин хушаматлăскер. Тенеялĕнчи аслă урамри клуб çумĕнче градусник çакăнса тăнă, кашни кун 45-49 градус сивĕ кăтартнă. Икĕ хутчен 50 градуса çитни те пулнă. Вăл кунсенче ĕçлеме кăларман - кантарнă.

Вăрман касакансен бригади уйрăм пулнă. Вĕсем блиндаж валли пĕренесем хатĕр-ленĕ. Каснă юман çапнипе çавăнтах вилсе кайни те пулнă. Элпуç хĕрĕ, Маруç ятлăскер (амăшĕ Кивĕ Пуянкассинчен), пĕррехинче пĕчченех киле кайма тухсан, Тăвай кати çумне çитеспе хăй хыççăн икĕ кашкăр пынине курать. Чупса çитсе, хĕрринчи юман тăрне хăпарса ларма ĕлкĕрет. Кашкăрсем çĕрĕпех йывăç çумĕнче лараççĕ, ирпе анчах пăрахса каяççĕ. Шăнса кÿтнĕ хĕр аран-аран Кивĕ Пуянкассине тăванĕсем патне çитет. Апат çисе ăшăнсан кунĕпех çывăрать. Каç енне килне тухса каять, анчах чир çапса ÿкерет, вăл вырăн çинчен тăраймасăрах вилет.

Мария Федоровна Кондакова каласа панинчен. Вăл вăрçă пуçланнă çулне 6 çулта пулнă, анчах çав кунсене питĕ лайăх астăвать. Унăн амăшĕ Евдокия Максимовна Максимова (1902 çулхи) ытти хĕрарăмсемпе пĕрле Тенеялĕнче ĕçленĕ. Кунĕпе пĕччен юлнă Мария урам тăрăх каллĕ-маллĕ утнă, кÿршĕсем патне кĕре-кĕре ăшăннă, кĕсйинче амăшĕ парса хăварнă çăкăр татки тата çĕрулми пулнă. Унăн икĕ пиччĕшĕ те тăшмансемпе çапăçнă. Çав вăхăтрах пирĕн ялта та окопсем чавнă, кунта вара Красноармейски районĕнчисем ĕçлесе пурăннă. Г.В.Соловьевсем патне те пилĕк çынна пурăнма янă. Яманак ялĕнчен килнĕ. Çавăн пекех ялти çынсем патне эвакуаци йĕркипе килнисене те вырнаçтарнă. Вĕсем Ленинградран, Тюменьтен, Латвинчен, еврейсем те пулнă.

Траншея чавнă çĕрте 1941 çулхи октябрьтен пуçласа 1942 çулхи январь вĕçĕччен, нимĕçсене Мускав патĕнчен хăваласа яриччен, тăрăшнă. Сăрпа Хусан хушшинчи траншея тăршшĕ 380 километр пулнă.

Поделиться:
Распечатать