1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
2 апреля 2021 г. 9:49

Юбиляра саламласа

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов АПК ветеранне, Тушкил ялĕнче пурăнакан Ю.А.Алексеева юбилей ячĕпе саламланă. Мартăн 25-мĕшĕнче Юрий Алексеевич 70 çул тултарнă. Владимир Борисович ăна Тăвай районĕн Хисеп грамотине панă, çак чыса вăл пурнăçри активлă позицишĕн, пархатарлă ĕçшĕн, обществăлла пурнăçа хастар хутшăннăшăн тивĕçнине палăртса хăварнă.

Районĕпех пĕлекен тата хисеплекен çынна çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Григорий Куклов, Тушкил ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Трофимов, АПК ветеранĕсен районти уйрăмĕн ертÿçи Михаил Яковлев саламланă. Михаил Яковлевич юбиляра АПК ветеранĕсен Чăваш Респуб-ликинчи Союзĕн Хисеп грамотине тата ял хуçалăхĕпе çыхăннă ятарлă логотиплă сехет парса чысланă.

Ю.А.Алексеев Тушкил ялĕнче ял хуçалăх ĕçченĕсен çемйинче çуралнă. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче физвоспитани уйрăмĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Ĕçлĕ кун-çулне Тушкилти вăтам шкулта военрук ĕçĕнчен пуçланă. Пултарулăхне кура ăна кĕçех шкул директорĕ пулма уйăрса лартнă. Çак ответлă тивĕçе вăл 1981 çултан 1991 çулччен тÿрĕ кăмăлпа пурăçланă. Служба картлашкипе малалла та шанчăклăн хăпарма пултарнă Юрий Алексеевич. Ял-йыш шаннипе вăл Тушкил ял тăрăхĕн администрацине ертсе пынă, нумай çул «Шимкусский» ЯХПК председателĕнче тăрăшнă. 2005-2010 çулсенче пысăк тавракурăмлă ертÿçĕ Тăвай районĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ пулнă.

Халĕ те ял хуçалăхĕнчи юратнă ĕçне пăрахмасть хисепе тивĕçлĕ ветеран. Мăшăрĕпе, Лидия Николаевнапа, виçĕ ачине çитĕнтерсе тивĕçлĕ воспитани панă вĕсем.

Ю.А.Алексеев пархатарлă ĕçĕшĕн «Хисеп Палли» ордена тивĕçлĕ пулнă. Ăна çавăн пекех РФ ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.

Юбиляра малашнехи пурнăçра та çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, патварлăх суннă хăнасемпе çывăх çыннисем.

Поделиться:
Распечатать