1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 28 Март 2024 г.
23 апреля 2021 г. 14:10

«Архиври каç» акци вăхăтĕнч

Пĕтĕм Раççейри «Архиври каç» акципе килĕшÿллĕн иртнĕ эрнере районта «Чĕмсĕр чикĕсем тунисене халалласа» çавра сĕтел иртнĕ. Тăвайри ача-пăчапа çамрăксен центрĕн пысăк та хăтлă конференцзалĕнче общественноç, ветерансен канашĕн представителĕсем, Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсем - «Следопыт» шырав отряд членĕсем паянхи актуаллă темăна сÿтсе явма пухăннă.

Малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿ пайĕн начальникĕ О.Ломоносов сăмах илсе, вăрçă вăхăтĕнче хÿтĕлев сооруженийĕсем тунисене асра хăварма хистекен мероприяти пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.

Социаллă аталанупа архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ О.Кириллова «Архиври каç» акцие çулсерен йĕркелени пирки каланă. Районти архив халь малтан кивĕ шкул пулнă çуртра, пĕрремĕш хутра çынсене хапăлласах йышăннине асăннă.

Районти ветерансен Канашĕн председательне Р.Гуринана, Тăвайри краеведени халăх музейĕн директорне В.Федорова, педагогика ĕçĕн ветеранне В.Шакрова тимлĕ итленĕ пухăннисем.

Сăрпа Хусан таврашĕнчи хÿтĕлев чиккисен объекчĕсене тĕпчессине малалла туса пыма сĕннĕ вĕсем.

Тăвайри вăтам шкулта хĕрĕх ытла çул вĕрентсе тивĕçлĕ канăва тухнă В.Терентьеван калаçăвĕ кашнин чунне хумхантарнă. Амăшĕн, Василиса Николаевна Николаеван пурнăçĕпе кĕскен паллаштарнă педагогика ĕçĕн ветеранĕ. «Енĕш Нăрвашран пире лавпа Улянкăпа Йăнтăрчă çывăхĕнче окопсем чавма илсе каятчĕç. Выçăллă-тутăллă, канмалли кунсăр, шартлама сивĕре ĕçлеттĕмĕр. Кĕреçепе, лумпа чаваттăмăр. Тарланипе тумтир ÿт çумне çыпăçатчĕ. Канма тăрсан сивĕпе аялти тум шăкăртатма пуçлатчĕ. Выçлăх вăй-хала парса ĕçлеме хистетчĕ. Эпĕ тепĕр чухне ĕçлейместĕм, манра тепĕр чун, виççĕмĕш ача çитĕнетчĕ»,-ун чухне 27 çулта пулнă амăшĕн çак аса илĕвне пухăннисене вуласа пачĕ Валентина Кирилловна.

Тăвайри вăтам шкулта вĕ-ренекенсен «Следопыт» шырав отрячĕ истори вĕрентекен И.Порфирьева ертсе пынипе «Сăрпа Хусан таврашĕнчи хÿтĕлев чиккисен паттăр страницисем» гранта пурнăçа кĕртсе чылай ĕç тунă. Пĕлтĕртенпе вĕсем «Хусан хÿтĕлев чиккин Тăвай енри пайĕн йĕрĕсем тăрăх» маршрута малалла тĕпчеççĕ.

Татьяна Васильева вĕр-некенĕн ÿкерчĕкĕсемпе, Александр Павловăн диорамипе, вăрçă вăхăтĕнче ĕçленисен аса илĕвĕсемпе, ытти ачасен тĕпчев ĕçĕсемпе кăсăклансах паллашнă «çавра сĕтеле» хутшăннисем. Артем Алексеев хăй çырнă, Александра Борисова «Сăрти хÿтĕлев чиккинче» вырăсла сăвăсем вуласа панă.

Архив заведующийĕ Алина Титова интереслĕ мероприятире пулма кăмăл тунисене тав тунă, «Следопыт» шырав отряд членĕсене «çавра сĕтел» сертификачĕсене панă, архив ĕçĕпе паллаштарнă.

Тăвайри шкулти çамрăк тĕпчевçĕсем районти архива хÿтĕлев чиккисене тунин историне уçса паракан çĕнĕ документсем, мероприятие хутшăннисене парнесем панă.

Поделиться:
Распечатать