1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 16 Апрель 2024 г.
9 апреля 2021 г. 10:39

Çынсем - хăйсен ялĕн хăтлăх хуçисем

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура пирĕн пĕрлехи ĕçĕмĕрĕн тĕп тĕллевĕ республикăри халăхăн пурнăç шайне лайăхлатасси пулнине палăртрĕ. Çакă пире Чăваш Ен, тăван тăрăх пуласлăхĕшĕн пĕрлехи вăйпа пикенсе ĕçлеме хистет. Палăртнисене пурнăçа кĕртме кашни хăйĕн тÿпине хывсан пирĕн тĕллевсем тата та ăнăçлăрах пурнăçланасса шанма пулать. Халăх каларăшле: «Пĕр çын утать, йĕр юлать, çĕр çын утать - çул пулать». Çавăнпа ĕнтĕ регион Пуçлăхĕ вырăнти пуçарусемпе никĕсленнĕ обществăлла инфраструктура аталанăвĕн проекчĕсене анлă çул пани пурнăçа пысăк витĕм кÿнине каларĕ. Ку енĕпе Тăвай районĕнче, вăл шутрах Çĕнĕ тата Кивĕ Пуянкасси ялĕсенче пурăнакансем те, çулленех пысăк хастарлăх кăтартаççĕ, пуçарулăх никĕсĕ çинче ялсен сăн-сăпачĕ лайăх енне улшăнса, çĕнелсе, вăй илсе пынине куçкĕрет курма пулать.

«Ялсенче пурăнакансем хăйсен таврашĕнчи хăтлă хутлăхăн хуçисем пулса тăраççĕ. Çынсен шухăш-кăмăлне шута илсе, вĕсем сĕннине утăмшарăн пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшатпăр»,-терĕ Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Станислав Олегович Данилов (сăн ÿкерчĕкре).

Сăмах кунта çынсем пурăнакан вырăнсене хăтлăх кÿрессипе çыхăннă пуçарулăх бюджечĕн проекчĕсене пурнăçа кĕртес пирки пырать. Хăйсем пурăнакан вырăнсене хăтлăх кÿме мĕн кирлине вĕсенчен лайăхрах кам пĕлтĕр? Çавăнпа çынсен шухăшне илтме пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать те ĕнтĕ. Çапла майпа çынсем пуçарулăх проекчĕсене пурнăçлама хăйсем те хутшăнаççĕ, çак ĕçе тивĕçлĕ витĕм кÿреççĕ.

Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕн территорийĕнче пурĕ 350 çемьене яхăн пурăнать, çав шутран Çĕнĕ Пуянкассинче - икçĕре яхăн, ытти - Кивĕ Пуянкассинче. Чылайăшĕ хăйĕн çурт-йĕрне çĕнетсе, лайăхлатса пыма вăй хурать, пĕрлех кил-çурт таврашне те тасатса, чечексем, йывăç-тĕм лартса типтерлет. Çĕнĕ çурт-йĕр çавăракансем те пур. Унсăрăн епле пултăр. Хальхи вăхăтра çĕнĕ çурт-йĕр тăвакансем виççĕн икĕ ялĕпе. Ялсен сăн-сăпачĕ улшăнса, урамсем хытă сийлĕ çул-йĕрпе йĕркеленсе пынă май, вĕсенче пурăнма кăмăл тăвакансен йышĕ те хушăнса пырасса шанма пулать. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, темиçе çул каялла Кивĕ Пуянкасси ялĕнчи Чапаев урамĕнче Тăвайран пынă çемье те хуçалăх йĕркеленĕ, унта пахча-çимĕç, çĕрулми, йывăç-тĕм лартса тума, хуралтăсене типтерлеме тытăннă. Асăннă урам ял вĕçĕнче вырнаçнă, апла пулин те унта урамра çутă та, вак чул сарса хытарнă çул та пур. Чи малтанах çавсем кирлĕ те çынсене тухса çÿреме. Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ ятпа панă укçа-тенкĕпе икĕ ялĕнче те урамсене хушма çутăпа тивĕçтернĕ. Тăвайри «Энергосеть» ООО ĕçченĕ-сем тимленĕ ку тĕлĕшпе. Икĕ ялĕнче халь энерги перекетлекен çĕр ытла лампа çунать, çынсене хăтлăх кÿрет.

Ял тăрăхĕн администрацийĕн çуртĕнчех почта, культура çурчĕпе библиотека вырнаçнă. Кашни ялтах пĕрер фельдшер пункчĕ, райпо магазинĕсемпе суту-илÿ киоскĕсем тивĕçтереççĕ халăха. Çĕнĕ Пуянкассинче вăтам шкул пĕлÿ парать икĕ ял ачисене. Тăрăшаççĕ вĕсенче ĕçлекенсем. Ял администрацине те, сывлăх сыхлавĕпе культура, çыхăнупа суту-илÿ объекчĕсене те çынсем пырсах çÿреççĕ. Спектакльсене те ытларах çÿреме тытăннă халăх.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Да-нилов хăйсен культура çурчĕ 2020 çул итогĕсемпе республикăри чи лайăх культура учрежденийĕсен шутне кĕнине хаваспах асăнчĕ. Тăтăшах тĕрлĕ фестивальсемпе конкурссене хутшăнаççĕ Пуянкасси маттурĕсем. Сăмахран, «Задоринки» ташă ушкăнĕ (ертÿçи - Татьяна Ефимова) республикăри «Чăваш Ен чечекĕсем» фестиваль-конкурса хастар хутшăннă. Кунашкал тĕслĕх-сем темиçе те илсе кăтартма пулать. Районта чиперккесен конкурсне кăçалхипе улттăмĕш хут ирттернĕ, виççĕшĕнче Пуянкасси чиперĕсем - Ангелина Петрова, Кристина Потапова, Анна Макарова 1-мĕш вырăнсене йышăннă, «Район пики» ята тивĕçнĕ.

Кăçал культура çуртĕнчи художество пултарулăх ăстисем февралĕн 23-мĕшĕнче Çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалласа пысăк концерт лартса панă. Ăна Сăрпа Хусан хÿтĕ-лев чиккисене тунă çĕрти паттăрлăха сăнласа панă театрализациленĕ курăмпа пуçланă. Хĕрарăмсен кунĕпе те пысăк концерт кăтартнă, вăтăра яхăн номер пулнă. Кашни харпăр хăй номерĕпе тыткăнланă.

 Культура çеç мар, спорт та хисепре

 Пуянкассисем спортпа туслă халăх. Кунта йĕлтĕрпе чупасси те, футболпа волейбол та, хоккейла вылясси те йăлана кĕнĕ. Шкул директорĕ Сергей Кириллов, Геннадий Соловьевпа Валерий Ильин ветерансем, Александр Анастасьев бизнесмен тата ыттисем - пурте вырăнта спорта аталантарассишĕн çунаççĕ. Станислав Данилов каланă тăрăх, вăтам шкулти спортзалра кăçалхипе 9-мĕш хут Владимир Алексеева асăнса волейбол турнирĕ иртнĕ. Районпа унăн тулашĕнчен ултă команда хутшăннă кăçал та. Пĕрремĕш вырăна шупашкарсем, иккĕмĕш вырăна пуянкассисем тухнă.

Шкул çывăхĕнчи кÿлĕре хĕл кунĕсенче тăтăшах ашшĕ-амăшĕпе ачисем хушшинче хоккейла выляса мала тухассишĕн ăмăртусем пынă. Çутă туса панă вĕсене кунта, тĕттĕмленсен те коньки çине тăма май пулнă.

Çăва тухсан, Кивĕ Пуянкассинчи футбол площадки те пушă тăмасть. Тренировкăсем, тĕрлĕ ăмăртусем иртеççĕ унта.

Çапла вара ял тăрăхĕнче физкультурăпа тата спортпа туслашма, ăмăртусем йĕркелесе ирттерме лайăх майсем туса пама тимлеççĕ. Пурăнма, аталанма хăтлă условисем туса парасси унсăр мар.

Вырăнти пуçарулăхпа

 Юлашки çулсенче «пуçа-руллă бюджет» программăна тĕпе хурса ялсене хăтлăх кÿресси йăлана çирĕп кĕрсе пырать. Çынсем çак ĕçе тÿр-ремĕнех хутшăннипе ытларах та ытларах витĕм кÿреççĕ ялсен хăтлăхне.

«Пуçаруллă бюджет» программăпа пĕлтĕр, сăмахран, икĕ ялĕнче те, Кивкаспа Çĕнкасри Чапаев урамĕсенче вак чул сарса çулсем тунă. Иккĕшĕнче те 450 метра тăсăлнă çакнашкал майпа хытарнă çулсем. Çынсене ырлăх кÿрекен çулсем тума республика бюджетĕнчен 330 пин тенкĕ, ял тăрăхĕнчен 55 пин тенкĕ уйăрнă. Халăх та айккинче юлман - 40 пин тенкĕ пухса панă. Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин та хăйĕн

тÿпине хывнă. Кивĕ Пуянкассинчи Чапаев урамĕнче вак чул сарса çул тăвассипе подрядчик пулса Канашри «Транспортник» ООО ĕçченĕ- сем тăрăшнине каласа пачĕ Станислав Олегович. Çĕнĕ Пуянкассинчи Чапаев урамĕнчи (урамĕ кунта та шăпах çав ятлă) çула Канаш район- ĕнчи Алексей Макаров хресчен-фермер хуçалăхĕ вак чул сарса тикĕсленĕ. Асăннă икĕ çулĕпе те çÿресе курнă эпĕ çăмăл машинăпа. Малтанхи нимсĕр-мĕнсĕр çулсем мар, паллах, лайăх.

Çул тенĕрен, вырăнти бюджет укçипе усă курса Горький урамне те 350 метр тăршшĕ вак чул сарса йĕркеленĕ. Шанчăклă, тикĕс çул пурри никамшăн та ытлашши пулмĕ.

Вырăнти пуçарулăх майĕпе пурнăçа кĕртме палăртнă ĕçсем кăçалхи çулшăн та сахал мар Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕнче. Кунта пурăнакансем пирваях икĕ ял хушшинчи парк кÿллине тасатса йĕркеленине палăртрĕç. Унччен маларах, пĕлтĕрччĕ-и çав, Кивĕ Пуянкасси ялĕнчи Тавăш кÿллине юшкăнран тасатса тарăнлатнăччĕ. Тата тепĕр кÿлле те типтерленĕ, терĕç. Кăçал парк кÿллине тасатма черет çитнĕ авă. Ÿркенмеççĕ, тăрăшаççĕ. Пуçарулăх бюджечĕн майĕпе пурнăçланă ку ĕçе, 325 пин те 556 тенкĕ тăкаклама пăхнă çакна валли. Республика 255 пин тенкĕ уйăрса пама килĕшнĕ. 40 пин тенки - вырăнти бюджет нухрачĕ. Халăх 30 пин пуçтарнă. Аукционта çĕнтерсе, парк

кÿллине юшкăнтан тасатса типтерлес ĕçе Канашри «Транспортник» ООО пурнăçланă, хăйĕн экскаваторне, КамАЗ машинисене, ыттине явăçтарнă.

Чылай çул каялла Кивĕ Пуянкасси ялĕнчи хăш-пĕр урамсене канавсем чавса, пăрăхсем хывса ĕçмелли шывпа тивĕçтернĕччĕ. Кăçал ытти урамсене те ĕçмелли шыв çитерме палăртнă. Çакна пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса тата тĕрлĕ шайри укçа-тенкĕне явăçтарса пурнăçлама палăртнă. Проекта пурнăçа кĕртме халăх та тивĕçлĕ тÿпе хывĕ. Пурĕ 2 млн та 464 пин те 660 тенкĕне кайса ларĕ çак проект. Ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлине кура республика бюджетĕнчен хăйĕнченех

1 млн та 950 пин тенкĕ уйăраççĕ. 240 пинĕшĕ ял тăрăхĕн бюджетĕнчен пулĕ. Ял халăхĕ 274 пин те 666 тенкĕ хывĕ çак ĕçе. Çапла вара ĕçмелли шывпа тепĕр 63 киле тивĕçтерме тытăнĕç, вĕсенче пурăнакансене савăнăç кÿрĕç.

Пуçарулăх бюджечĕн майĕ-пех вăтам шкул территорине те асфальт сарма пăхнă кăçал. Пĕтĕмпе 1 млн та 387 пин те 536 тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçламалла. 1 млн та 100 пин тенкине республика парса пулăшĕ, 200 пин тенки - район бюджетĕнчен. Халăх 87 пин те 536 тенкĕ пухса парасса шанаççĕ.

Укçа-тенкĕсĕр, паллах, ĕç тума йывăр, çук тесен те юрать. Çавăнпа вырăнти бюджет укçи-тенкипе усă курса Кивĕ Пуянкасси ялĕнчи Пушкин, Çĕнĕ Пуянкассинчи Киров урамĕсене те вак чул сарса хытарма палăртнă кăçал.

Асăннă ялсенче пурăнакансем çакнашкал хытă сийлĕ çулсене ытти урамсене те çитерме сĕнеççĕ. «Çапла администрацин отчетлă пухăвĕн-че пуçарулăх меслетне тĕпе хурса Кивĕ Пуянкассинчи Молодежная, Николаев урамĕсенче пурăнакансем те хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç ку тĕлĕшпе. Халĕ унти çулсене вак чул сарса лайăхлатма документацисем хатĕрлетпĕр»,-хыпарларĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. -Çавăн пекех икĕ ял хушшине тÿртен тата Çĕнĕ Пуянкассинчи Школьная урама та вак чул сарса хытарсан лайăх пулмалла терĕç. Кивĕ Пуянкассинчи спортплощадкăна çĕнĕрен карта тытса çавăрасшăн, кивви начарланнă. Ырă ĕçĕн пуçаруçи - Валерий Ильин.

Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕнче ялти ĕçлĕ пуçарусене пулăшассине, хушма хуçалăхсене, бизнеса аталантарассине тивĕçлĕ тимлĕх хума тăрăшаççĕ. Нумайăшĕ çĕр ĕçĕпе пурăнать, тырă-пулă, пахчаçимĕç, ыттине туса илет. Килхуçалăхсенче ĕнесен йышĕ ÿснĕ. Андрей Кузнецов фермер вара сурăхсем ĕрчетет, çуллен севок нумай çитĕнтерет. Анастасьевсен «Буяново» обществинче халичченхи пекех пукансем кăлараççĕ, вуннăн ĕçлеççĕ унта. Кивĕ Пуянкассинчи Алексей Александров хуçалăхăн кивĕ кантурĕнче çĕвĕ цехĕ хута ярасшăн. Чылайăшĕн аллинче ĕç тумалли тĕрлĕ техника пур. Çаксем пурте ял пурнăçне ырă витĕм кÿреççĕ.

Пуçарулăх бюджечĕн программи ялсен хăтлăхне чылай çĕнетсе улăштарма май парать. Проектсем вăя кĕччĕр, çынсен ĕмĕчĕсем пурнăçланччăр тесе ял тăрăхĕн администрацийĕ халăхпа, пуçаруçăсемпе пĕр чĕлхе тупса килĕштерсе ĕçлеме тăрăшать.

Поделиться:
Распечатать