1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 23 Апрель 2024 г.
9 апреля 2021 г. 10:25

Шашкăпа шахмат ăмăртăвĕсем

Ача-пăчапа яшсен центрĕнче çуркуннехи каникул кунĕсенче çамрăк шашистсемпе шахматистсен чемпионачĕ иртнĕ. 30 яхăн ача пултарулăхне кăтартнă унта.

Спортăн икĕ тĕсĕнче те хĕрачасенчен Дарья Кондратьева чемпион пулса тăнă. Иккĕмĕш вырăнта - Милана Исаева. Шашкăлла выляссипе Виктория Иванова, шахматпа Рада Иванова виççĕмĕш пулнă.

Çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн Рада Ивановапа Валерия Петрована (шашкăпа), Карина Алькинана, Виктория Ивановапа Анна Данилована (шахматпа) Хисеп грамотисем парса хавхалантарнă.

Арçын ачасем хушшинче икĕ енлĕ кĕрешÿре Пĕтĕм Раççейри турнир участникĕсем Артем Ивановпа Леонид Филиппов пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Виççĕмĕшĕнче - Владислав Николаевпа (шашка) Егор Филиппов (шахмат). Кирилл Кондратьев, Станислав Николаев тата Андрей Иванов шашистсене, Владислав Николаев, Кирилл Кондратьев, Ярослав Алькин шахматистсене çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн Хисеп грамотисем панă.

Палăртма кăмăллă, ДЮЦ воспитанникĕ-сем Леонид Филиппов, Тимофей Михайлов, Артем Иванов тата Владислав Николаев кăçал пуçласа аслисен йышĕнче тупăшрĕç. Леонидшăн старт ăнăçлă пуçланчĕ, тăваттăмĕш пулчĕ. Çавăн пекех вăл Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕн В.Михайлов кубокĕшĕн пынă турнира хутшăннă.

Поделиться:
Распечатать